Яту историнче сан юлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:56 Просмотров: 14

РСФСР тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, районăн хисеплĕ çыннине — Анатолий Степанович Шакина

Юрă вăл — тус сан,

ăна эс хавассăн

Тус-йышпала яланах ĕнĕрле!

Е юрă та сана йăлăхтарсассăн,

Урăх çынна ун чухне парнеле!

(юрăран)

Ватти-вĕтти таран ăна

Ялта пурте сума сăваççĕ.

Чăнах, ĕçне кура кăна

Пирĕн енче çынна хаклаççĕ.

Çак хайлавра уçса парасшăн

Сăпайлă çын ĕçне-хĕлне.

Хам пĕлнине тĕпе хурасшăн,

Йăлт куçарап шур хут çине.

Шкулта чухне пит тĕлĕнтернĕ

Илемлĕ уçă сассипе,

Юрăç пулмах вăл ĕмĕтленнĕ

Вĕрентекен хĕтĕртнипе.

Алла илсессĕн аттестат

Кайма шутларĕ малалла,

Пĕлÿ илни çеç çул уçать,

Апла пулсан — тăрăшмалла.

Шупашкарти института

Çĕньял каччийĕ çул тытать,

Ĕмĕтленни пурнăçланать,

Кĕрет çăмăллăнах унта.

Яш çыннăн ĕçлемешкĕн тивнĕ

Пушă чухне лекцисенчен,

Пĕрех пуçне усман, вĕреннĕ

Дирижерсен уйрăмĕнче.

Диплом илсессĕн каччă килнĕ

Тăван ялне, тăван шкула.

Çав вăхăтрах тата çÿренĕ

Вăл ĕçлеме кÿршĕ яла.

Çулталăк ĕçлесен вара

Илсе каяç ăна çара.

Кирек ăçта пулсассăн та,

Çук пытармашкăн таланта.

Мĕн служба пĕтиччен юрлать

Дивизири ансамбльте,

Çартан килсен хора пуçлать

Ертсе пымашкăн ялĕнче.

Пит тăрăшса туса пырать

Вăл дирижерăн тивĕçне.

Хор йыш хушать, аталанать,

Пама пуçлать хăй «çимĕçне».

Нăрваш Шăхалĕнчи шкулта

Аслă класри ачасенчен

Ансамбль йĕркелет. Унта та

Ăнса пыраççĕ ĕçĕсем.

Тухса çÿреççĕ ялсене,

Савăнтараççĕ çынсене,

Ăçта концерт парать Шакин,

Залра ялан туллиех çын.

Тăват саспа юрлакан хор

Смотрсене те хутшăнать,

Хăш хулара кăна пулман-тăр,

Унта ыр ят вăл хăварать.

70-мĕш çулсенче юрланă

Колонăллă залра вĕсем,

Сцена çине тухсан мухтанă

Çĕньялсене куракансем.

«Халăх хорĕ» ята илсен,

Татах та чапĕ ун ÿсет.

Çитĕнÿсем тума пĕлсен

Тăрăшарах ĕçлес килет.

Пилĕк хутчен концерт параççĕ

Тăван çршыв тĕп хулинче.

Чăваш ятне çÿле çĕклеççĕ,

Талант чылай çав ялсенче.

«Юрăпа ташă ансамблĕ»

Ятне параççĕ ак часах.

Çак ят, паллах, питех те чыслă,

Татах ĕçлесчĕ тăрăшса!

Ахальтен мар ăна чысланă

Хисеплĕ, сумлă ятсемпе,

Медаль илме те тивĕç пулнă

Тăрăшнăран ĕмĕрĕпе.

Хисеплĕ çын, вĕрентекенĕм,

Калатăп эп çапла кăна,

Яту историне сан кĕнĕ,

Эс тивĕçлĕ çакна чăнах!

(Йывăр тăпри çăмăл пултăр)

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика