Кашни сăмах — мерчен-ахах

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:53 Просмотров: 16

«Авангард» хаçатăн тусĕсен йышĕнче хаçат, кĕнеке вулама юратакансем те, сăвă-калав, статьясем хайлакансем те, алă ăстисем те, ĕç хастарĕсем тата ыттисем те пур. Çĕньялта пурăнакан сăпайлă та тирпейлĕ ĕçчен чăваш, пултаруллă сăвăç Анатолий Дмитриев (псевдонимĕ Халал Толи) пирки уйрăммăн палăртса хăварас килет. Творчествăри «хĕлхемне» çултан-çул амалантарса пыракан поэтăн сăввисем шыв юххи пек шăнкăртатса пĕр тикĕссĕн, çăмăллăн вуланаççĕ. Юлашкинчен пичетленсе тухнă «Тĕлĕкри вĕçев» кĕнекине кĕнĕ халал сăввисене пĕрре ларсах вуласа тухатăн. Унăн кашни сăмахĕахах-мерчен пек паха. Автор сăвăра сăнарăн кун-çулне те, пурнăçри йывăрлăхĕпе савăнăçне тата ыттине те рифмăласа çăмăллăн уçса парать.

— Пултаруллă та хастар çынсене нумай-нумай ăшă сăмах халалласа ырă тăвас килет. Ун пек паллă çынсем пирĕн хушăмăрта нумай. Тепĕр чухне хăйсем пирки халал çыртарас текенсем те тупăнаççĕ. Вĕсен сĕнĕвĕсене те шута илетĕп. Хальхи вăхăтра манăн списокри 36 çын хăй пирки шăрçаланă йĕркесене кĕтет...— кĕскен çеç паллаштарчĕ хăйĕн шухăшĕпе Анатолий Дмитриев.

Анатолий Семеновичăн тепĕр «чирĕ» пирки те палăртса хăварас килет. Çакскер хăйне ас тума пуçланăранпах вăрăм хăлхаллă чĕрчунсене юратса пăхать. Пĕр вăхăтра вĕсен хуçалăхĕнче илĕртÿллĕ кроликсен йышĕ 700е яхăн (халĕ 100 ытла) та пулса кайнă! Паян вара хушма хуçалăх ĕçĕнчи çакнашкал савăнăçа пĕтĕмпех вĕсем юратнă мăшăрĕпе, Валентина Николаевнăпа, пайлаççĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика