«Ял грацийĕ» спартакиада лидерĕсенчен чи кĕçĕнни — 6 çулта, чи асли — 73ре

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 09:10 Просмотров: 23

Ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă «Ял грацийĕ» спартакиада Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадионта пысăк хавхаланупа иртсе кайнă. Спорт уявне хутшăннă 16 командăри участниксем ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнине çеç мар, туслăха, çирĕплĕхе, кашнийĕ çĕнтерÿ патне ăнтăлнине кăтартса панă.

Кашни тупăшурах хĕрарăмсем хушшинче вăйлисенчен вăйлисем, лидерсем, ăмăрту çĕнтерÿçисем палăрнă. Хутăш эстафетăра Тутар Сăкăт, ГТО эстафетинче Шăхач, дартспа Ыхра Çырми территори пайĕсен спортсменĕсем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине тăма тивĕçнĕ.

Спорт уявне илем кÿрекенсене те палăртса хăвармалла. Ăмăртăва Нăрваш Шăхалĕнчи территори пайĕнчен хутшăннă ултă çулхи Арина Петрова «Ял грацийĕ» спартакиадăн чи çамрăк участникĕ. Турханти Александра Ершова вара старта тăнă хĕрарăмсенчен çулĕпе чи асли. 73ри хастар общество пурнăçĕнче яланах ырă тĕслĕх кăтартать.

Хисеплĕ ял хĕрарăмĕсене халалланă спорт мероприятине ЧР физкультурăпа спорт Министерствин представителĕ, муниципалитет округĕн кураторĕ Анатолий Семенов, «Паттăр» спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Афанасьев, муниципалитет округĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова хутшăннă, ĕçре çеç мар, спорт каçалăкĕнче те хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартакан ача амăшĕсене малашне те пысăк ăнăçу суннă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика