Газ шÿтлеме юратмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:36 Просмотров: 13

Çанталăк сивĕтнĕ май пÿртсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланать. Уйрăм, нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансенчен ытларахăшĕ халĕгазпа усă курать. Хĕлле шăнса ларас мар тата инкекрен пăрăнса иртес тесен «кăвак çулăмпа» тивĕçтерекен котел, дымоход, вентиляци каналĕтата ытти оборудовани те юсавлă пулмалла. Вĕсем мĕнле ĕçленине ятарлă специалистсем çулталăкне виçĕ хутчен килсе пăхма пултараççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕр-пĕр хатĕр норматива тивĕçтермесен газ пырассине чарса хураççĕ. Паллах, çакă йăлтах хамăрăн пурнăçа, пĕрлех ĕмĕр пухнă пурлăха вут-çулăмран упрассипе çыхăннă.Кил-хуçалăхра газпа усă курнă чухне инкекрен сыхланас тесен газа контроллекен сигнализатор евĕрлĕ система тата газ плити çинче газ-контроль пулсан аван. Вĕсем «кăвак çулăм» тухса тăрсан ăна чарса лартаççĕ тата пÿ-лĕмре угар газĕ пулсан систереççĕ.Урамра е çуртра газ шăрши туйсанах унтан тухмалла та газ службине 104 е 112 номерсемпе шăнкăравласа лару-тăру пирки пĕлтермелле. Çутă çутма, шăрпăк чĕртме юрамасть. Енчен те газпа тивĕçтерекен пĕр-пĕр хатĕр мĕнле ĕçлени иккĕлентерет, юсамалла е улăштармалла пулсан специалиста 8-800-707-97-80 номерпе шăнкăравласа ямалла.Газпа тата газ приборĕсемпе усă курнă чухне асăрханулăха çухатмалла мар. Ăшă пÿртре пурăнас, «кăвак çулăмпа» апат пĕçерес тесен хăрушсăрлăх правилисене асра тытмалла.

Надежда АРЛАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика