ТИВĔÇЛĔ канăва кайсан та нумайăшĕ хастарлăхне çухатмасть. Чылайăшĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтĕлев сеткисем çыхма çÿрет. Республикăри «Перезагрузка. Возраст только цифра» проекта хастар хутшăнакансем те пур. Вĕсем фитнес-аэробикăпа кăсăкланаççĕ, кашни кĕçнерникун тренировкăсем ирттереççĕ. Округ, регион шайĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.
Проекта Раççейри пенсионерсен канашĕн муниципалитетри уйрăмĕн председателĕ Полина Логунова ертсе пырать. Полина Леонидовна тивĕçлĕ канăва кайнисене Аслă çултисен уявĕпе ăшшăн саламланă май çулĕсене кура мар хастарлăх, пурнăçа юратма, çывăх çынсен ăшшипе юратăвне туйса пурăнма сунать.
Октябрь 2026 |
