Çул иртсен те ентешĕмĕр асрах

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2026, 13:39 Просмотров: 15

Хисеплĕ ентешĕме — РФ ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченне, Ленин орденĕн тата Октябрь

революцийĕн орденĕн кавалерне Илья Владимирович Нягина

1 пайĕ

Салам, салам, мухтавлă енĕм,

Салам сана, çуралнă ял!

Çак сăввăмри кашни йĕркийĕ

Ентешĕмсем валли йăлт халь.

Паллă çынсем чылайăн килнĕ

Çут тĕнчене ман ялăмран,

Çĕньял чапне вĕсем çĕкленĕ.

Пĕрне чыслас теп халь чунтан.

2 пайĕ

Ача чухне ыттисенчен

Тăман нимпе те уйрăлса,

Çÿренĕ, çулĕсем çитсен

Пур ача пек ялти шкула.

Сывлăх енчен тĕреклĕ ÿснĕ,

Вĕреннĕ тăрăшса шкулта,

Мăннисемпе пĕрле ĕçленĕ

Çулла пулсан каникулта.

Тăшман тапăнса кĕнĕ çул

Иккĕмĕш класс анчах пĕтернĕ,

— Çынпа пĕрле, ывăлăм пул! —

Тесе ăна ашшĕ пилленĕ.

Йывăр пулсассăн та йышпа

Йăвăрлăха çăмăл чăтма.

Аннÿшĕн халь йăмăкупа,

Юлатăр хÿтĕлев пулса».

Ыттисемпе вăрçа тухса

Каять ун ашшĕ те часах.

Малтан вăл тăтăшах çырать,

Каярахпа пуçлать сайра.

Ноябрьте вара пĕлтернĕ

Хыпарсăр вăл çухалнине,

Çакна ача мĕнле-ши тÿснĕ?

Çырма май çук шур хут çине.

Ачасене ун чух шăпа

Пуçран шăлса ачашламан.

Нушийĕ пулнă пĕр купа,

Илюк нихçан та нăйкăшман.

3 пайĕ

Вăтам шкула Илюк пĕтернĕ

Аслă Арапуç шкулĕнче.

Çара кайичченех ĕçленĕ

Ялти вулавăш çуртĕнче.

Çар службине каччă лекет

Балтика тинĕсĕн флотне,

Карап çинчех вăл пĕтерет

Пулас офицерсен курсне.

Офицер званине илсен

Килет яла виç çул иртсен,

Малтанласа унчченхиллех

Ĕçлет вулавăшра каллех.

Районтисем час асăрхаççĕ

Унри ертÿçĕ талантне,

Пуçлăх пулма ăна суйлаççĕ

Ертсе пыма ял советне.

Çул иртнĕçемĕн çĕнелеççĕ

Ялти çынсен çурт-йĕрĕсем,

Клуб çурчĕ Çĕньялта çĕклеççĕ,

Лартаç шкул Атăк-Тăрмăшсем.

Мĕнле çеç тÿсĕмне çитернĕ,

Ăçтан-ши тупнă вăхăтне?

Вăл куçăмсăр майпа пĕтернĕ

Çав вăхăтрах институтне.

4 пайĕ

Кирек ăçта та тăрăшсассăн

Ăнса пыраççĕ ун ĕçсем,

Ял халăхĕ чунтан шансассăн

Ĕçлес килсе тăрать вĕçрен.

Анчах ялан ĕмĕчĕпе

Вăл пурăннă çĕр ĕçĕпе,

Ыраш пуссийĕ куç умне

Вĕçрен тухайнă унăнне.

Ирпе ирех хĕвел тухни,

Куç виçейми колхз ани,

Çÿл тÿпери тăри юрри —

Ялан хускатнă чĕрине.

Ĕмĕчĕ ун пурнăçланать,

Халăх часах ăна шанать —

Колхозăн пуçлăхĕ пулма,

Тилхепине тытса пыма.

Тыр-пул тухăçлăхĕ ÿсет,

Савăнтарма пуçлать çуллен.

Çак çитĕнÿ — ял-йыш пĕлет —

Йăлтах вăл пуçлăхран килет.

Колхоз ячĕ ун чух янранă

Чăваш енре те Мускавра,

Икĕхутчен Ялав та панă

Пултарнăран, ĕçне кура.

Чылай хутчен ăна суйланă

Ял çыннисем депутата,

Хăй сăмахне вăл пурнăçланă,

Тÿрре кăларнă шанăçа.

5 пайĕ

Çук пытармашкăн таланта,

Чиксе хураймăн кĕсьене,

Пит тăрăшсан кирек ăçта та—

Кураç сан ĕçĕн çимĕçне.

Ăна час суйласа лартаççĕ

Ертсе пымашкăн района.

Вун çул иртсессĕн куçараççĕ

Урăх ĕçе тĕп хулана.

Министрăн çумĕпулса

Тимлет вăл министерствăра,

Кайран, çĕн юхăм пуçлансан,

Ĕçлет вăрлăхсемпе вара.

Ĕçне кура, хисепĕ, теççĕ

Пурте ĕçчен çынсем çинчен.

Чылай медаль ун, сумлă ячĕ,

Вăл илнĕ орден ик хутчен.

6 пайĕ

Улюк аппапала ÿстернĕ

Вĕсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр.

Шел, кĕçĕн ывăлĕ ун вилнĕ

Чире пула ытла та ир.

Улюк аппа ялта ĕçлетчĕ,

Хуратчĕ вăй медсестрара,

Асаннене тăван лекетчĕ

Вăл амăшĕ енчен вара...

Альбина хĕрĕ те вĕсен

Ĕçлетчĕ медсестра пулса,

Калатчĕç ун пирки çынсем.

«Амăш пекех маттур, вăр-вар».

Вови ашшĕ çулнех суйланă,

Ĕçлет малтан çамрăксемпе,

Кайран вăл вăй хума пуçланă

Ашшĕ пекех вăрлăхсемпе.

Илюк тете çинчен манмаççĕ

Ял çыннисем паянчченех.

Ун ячĕпе парсан аванччĕ

Çĕньял урамĕн пĕр ятне.

Халал Толи (Анатолий

Дмитриев) Çĕньял ялĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика