Ырă пуçару яла хăтлăлатма пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2026, 13:28 Просмотров: 14

Хальхи вăхăтра территори пайĕнче пурнăçа кĕрсе пыракан программăсенчен пĕри «Ниме — Халăх бюджечĕ». Шăнкăртам территори пайĕ çулсеренех халăх пуçарăвне тĕпе хурса йĕркеленсе пыракан çак программăна хастар хутшăнать. 2026 çулта 16 проектпа яла хăтлăлатма палăртнă. Ытларах урамсенчи çулсене юсассипе çыхăннă. Ку таранччен 14 объект хута кайнă. Çулталăк вĕçлениччен тепĕр икĕ проекта пурнăçа кĕртмелле.

Паянхи куна «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа Патăрьел муниципалитет округĕпе 60 проектпа çĕнĕ объектсем хута кайнă

Чăваш Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыракан проектсемпе 2027 çулта та тухăçлă ĕçлеме палăртатпăр. Ял инфратытăмне çĕнетес, халăх пурăнакан вырăна хăтлăлатас тĕллевпе 18 проекта пурнăçа кĕртме пуçару тунă. Вĕсенчен 14-шĕ «Пирĕн çулсем» («Наши дороги»), виççĕшĕ «Яла хăтлăх кĕртесси» («Благоустройство села»), пĕри «Санăн суйлав» («Твой выбор») енсемпе.

Интернациональная урамри 96-мĕш çуртран пуçласа 118-мĕшне çитичченхи тата Интернациональная урамри 119-мĕш çуртран пуçласа 134-мĕш çурт патне çитичченхи автоçулсем ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çак çулсемпе çынсене юлашки çула ăсатаççĕ. Çавăнпа масар патне каякан урамсем хăтлă та тикĕс пулни пуриншĕн те лайăх.

Урамсене хăтлăх кĕртнипе пĕрлех Шăнкăртамри М. Гафури урамĕнчи пушар чаçĕн çурчĕ те пур енĕпе халăха тивĕçтермелле: чрезвычайлă лару-тăрура хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, çынсен пурнăçĕпе пурлăхне упраса хăварассипе тата ыттипе те. Çавăнпа çак объекта та 2027 çулта кирлĕ пек хăтлăлатма палăртнă.

Çавăн пекех Тукай, Нариман урамĕсенче халăх пуçарăвĕн программипе çутăсем кĕртесси, Çĕрпÿ-Ульяновск-Шăнкăртам автоçул хĕррипе тротуар тăвассм, çутă кĕртесси те «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпах пурнăçланасса шанатпăр.

Минсур ВАЛИТОВ,

Шăнкăртам территори

пайĕн пуçлăхĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика