Чӗрӗ ҫеҫ килсемччӗ, ывӑлӑм, киле...

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:54 Просмотров: 14

Хыпар ҫук - ҫухалнӑ. Ӑҫта эс, ачам?!

Хӑш ишӗлчӗкре-ши?! Каласа парсам!!!

Мӗн тӳссе ирттертӗн паянхи кунччен,

Ҫав ылханлӑ, чунсӑр

                         тӑшман вӑйӗнчен?!

Чӗрӗ ҫеҫ килсемччӗ, ывӑлӑм, киле,

Кирлӗ мар медаль те, орден та пире!

Эс сывла, пепкемҫӗм,

                   пур вӑйран сывла!

Ҫӗнтерсем хӗн-хурлӑ, ҫӑмӑл мар ҫула!

Ҫамрӑк-ҫке халь эсӗ ешӗл хунав пек,

Тин пуҫне кӑларнӑ илӗртен чечек. 

Ҫутӑ кун малашӗн алӑкӗ уҫах,

Пурӑнас куну сан пӗтмелле марах!!!

Кил-ҫуртра кӗтеҫҫӗ вӗҫленмен ӗҫсем,

Ылтӑн аллупа-ҫке пуҫӑннӑ вӗсем.

Хӑв лартса хӑварнӑ йывӑҫ хурланать,

Тутлӑ ҫимӗҫне те сан валли упрать.

Мӑшӑрлӑ тӑвасчӗ, ывӑлӑм, сана,

Савӑнса пӑхасчӗ савӑк куллуна.

Мӑнука курас теп пурӑннӑ чухне,

Утюкка сиктерӗп хам чӗрҫем ҫинче.

Чӗрӗ ҫеҫ килсемччӗ, ывӑлӑм, киле,

Парӑнма ан хӑй ҫав ирсӗр вилӗме!!!

Амансан - ҫӗклен эс!

                           Ҫук! Куҫна ан хуп!

Юнлӑ тар тӑксан та кил енне ҫул туп!!!

Турӑҫӑм, илтсемччӗ!

                             Чӗппӗме хӗрхен,

Ҫиес ҫӑкӑрне эс ан туртса илсем!!!

Татӑлма ан парччӗ вӗҫӗмсӗр ҫипне,

Хура ҫӗр ан илтӗр унӑн пурнӑҫне!

Инна Белкова.

Нӑрваш Шӑхаль ялӗ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика