«Наци кросĕ» кĕçĕннисене те, аслисене те стадиона пухрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:41 Просмотров: 16

Раççейĕпе иртекен «Наци кросĕ» кăçал та Патăрьелĕнчи «Паттăр» стадиона тĕрлĕ çулти 3500 ытла çынна пуçтарчĕ. Çанталăкĕ те спортсменсем валли ыйтса илнĕ пекех пулчĕ: кĕрхи хĕвел ăшшине хĕрхенмерĕ, ылтăн кĕркунне пурне те хавхалантарчĕ.

Спорт уявĕ йăлана кĕнĕ зарядкăран пуçланчĕ. Татьяна Торговцева тренер ертсе пынипе кроса хутшăнакансем тĕрлĕ хусканупа ÿт-пÿне çемçетрĕç, кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Чупăва хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Кузнецов, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева, паянхи пурнăç паттăрĕсем — Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕсем — Алмаз Кдрасовпа Ринас Кардонов саламларĕç.

— Патăрьел тăрăхĕ чăннипех те спорта юратакансен округĕ. Эпир кашни çын сывă та хастар пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе утăм хыççăн утăм туса тивĕçлĕ условисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Спорт инфратытăмĕ çуллен анлăланса пырать. Кăçал Нăрваш Шăхалĕнче муниципалитетри пĕрремĕш «ăслă» спорт лапамĕ хута кайрĕ. Тутар Сăкăтĕнче — ГТО, Ыхра Çырминче универсаллă спорт лапамĕсем алăкĕсене уçрĕç. Турханта пурăнакансем ача-пăча спорт лапамĕшĕн хĕпĕртеççĕ. Шăнкăртамра çывăх вăхăтра физкультурăпа спорт комплексĕ халăха йышăнма пуçлĕ, — терĕ Равиль Ямалетдинов мероприятие уçнă май.

Ырă йăлана тăсса старта малтан Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Кузнецов, округ депутачĕсем, территори пайĕн начальникĕсем, организаци-предприяти ертÿçисем тата ыттисем те тăчĕç.

Массăллă чупăва шкул çулне çитменнисем, кĕçĕн класра вĕренекенсем хăйне майлă илем кÿчĕç. Вĕсене вĕрентекенĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те хавхалантарса пычĕ.

Аслă çултисем «Наци кросĕнче» яланхиллех хăйсем чун-чĕрепе спорта парăннине, çулсем иртсен те старта тăма яланах хатĕррине, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине кăтартрĕç.

Шкул ачисен чупăвĕ вара кашнине тыткăнлать. Çамрăксен вăй-хăвачĕ тапса тăрать, ури тупанĕсем çĕре перĕнмеççĕ. Ыткăнса чупнă вăхăтра çилпе ăмăртнăн туйăнать. Маттуртан та маттур тесех хаклас килет.

Стадионта кăнтăрла иртичченех спортсменсен, вĕсемшĕн «чирлекенсен» хаваслă шавĕ тăчĕ.

Вăйлинчен вăйлисене, чупура мала тухнисене пурне те пысăк йышпа, сумлă лару-тăрура чысларĕç.

Ольга ПАВЛОВА.

Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансен 66 проценчĕ спортпа туслă

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика