«Мăшăрпа суйласа илнĕ çула ачасем такăрлатасса шанатпăр»

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 09:08 Просмотров: 23

Пирĕнпе юнашар тĕлĕнмелле маттур та пултаруллă хĕрарăмсем пур. Çавсенчен пĕри — Патăрьел муниципалитет округĕнчи Вăтаелти Эльвира Шайкина (сăн ÿкерчĕкре Виталий мăшăрĕпе). 2015 çултанпа вăл фермер хуçалăхне ертсе пырать. Паллах, çак çăмăл мар «лава» пĕччен çеç туртмасть, унпа юнашар яланах мăшăрĕ, ывăлĕпе хĕрĕ çемйисемпе. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Çĕр ĕçĕнче пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç кăтартусемпе çитĕнÿсем пулаççĕ», — тет фермер.

Çĕр хуçи пулма çăмăл-и?

Эльвира Кузьминична Улатăр районĕнчи Паснапуç ялĕнче 1970 çулта çуралнă. Çемьере пилĕк хĕр те икĕ ывăл çитĕннĕ. Вăрман çывăхра пулнăран ачаранах кăмпа-çырла татма, утă çулма, шăпăр хуçма, çÿçе хуппи сÿме çÿренĕ. Ун чухне хĕр хăйĕн пурнăçне çĕрпе çыхăнтарасси пирки шухăшлама та пултарайман, анчах шăпан хăйĕн саккунĕ, çул-йĕрĕ...

Патăрьелте сутуçа вĕренсе тухнă Эльвира Шайкина Туçари киоскра ĕçлеме вырнаçнă.Çакăнтах пулас мăшăрĕпе, Виталий Шайкинпа, паллашнă. Вăтаел каччи килĕштернĕ хĕре алăран вĕçертмен, вĕсем 1991 çулта çемье çавăрнă.

Профессипе вăй хума лавккара вырăн пулманран çамрăк кин «Гвардеец» колхозăн уй-хир бригадинче вăй хума пуçланă. Пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскершĕн çакă йывăрлăх кăларман, анчах кăштахран республикипе кĕрлесе тăнă хуçалăх саланнă. Çулсем иртнĕçем çемье те пысăкланнă. Малтан Сергей, унтан Валентина çут тĕнчене килнĕ.

— Чăвашсен йăли-йĕркипе тĕп киле кĕçĕннин юлмалла. Мăшăр 9 ачаллă çемьере çитĕннĕ, ывăлсенчен аслисенчен пĕри. Эпир уйрăлса тухрăмăр. Çурт лартма укçа-тенкĕ кирлĕ пулнăран ялти клубра ĕçлекен Виталий Мускава шапаша çÿреме пуçларĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90 çулĕсен вĕçнелле кашни кил-хуçалăха пĕрер гектар çĕр пама пуçларĕç. Пире те тивĕçрĕ. Эпир унта пахча çимĕç, çевок акса ÿстереттĕмĕрччĕ. Кĕркунне туса илнĕ продукцие сутса укçа кĕртеттĕмĕр. Ачасем ÿснĕçем ыттисем пăрахăçланă пайсемпе те усă курма пуçларăмăр. Сергейпе Валя çуллахи каникулта тантăшĕсемпе урамра тăраниччен те выляйман. Ялан хам çумра ĕçленĕ, — аса илчĕ Улатăр хĕрĕ.

Çĕр лаптăкĕ ÿссе пынăçем Шайкинсем çевок ытларах акма тытăннă, ĕçлеме кивĕ МТЗ-82 трактор туяннă. Вăл пĕр вĕçĕм çĕмрĕлсех тăнă пулсан та «хурçă утшăн» савăннă. Ялан çынран сухаласа е акса пама ыйтасси те çăмăл мар. Руль умĕнче ытларах кил хуçи, Виталий Григорьевич, пулнă. Вăл шурăмпуçпа тăрса хире васканă, хĕвел ансан таврăннă. Шупашкарта çул-йĕр инспекторĕнче вăй хуракан ывăлĕ канмалли кунсенче ашшĕ-амăш-

не пулăшма час-часах çÿренĕ, ака е вырма вăхăтĕнче кашни сехет хаклине питĕ лайăх пĕлнĕ. Эльвира Кузьминичнăпа Валентина та ыйхă мĕнне пĕлмен. Çуллахи кун тăраниччен çывăрсан анасене çум курăкран тасатса ĕлкĕрейместĕн.

Фермер хуçалăхĕ

патшалăх пулăшăвĕпе аталанать

2015 çулта çемйипе канашланă хыççăн Шайкинсем фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

— Малтанхи çулах çевок ăнса пулчĕ. Ялти пĕр пушă çурта çĕрĕпе пĕрлех туянтăмăр та çавăнта управ турăмăр. Пусă çаврăнăшне тытса пыма тырă та ÿстеретпĕр, ăна та хĕл каçармалли вырăн кирлĕ. Тепĕр 2-3 çултан тепĕр ангар хăпартрăмăр.

Хамăр вăйпа кăна алă-ура çавăрса пыма, çĕнĕ техника туянма çăмăл мар. Патшалăх ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене паракан пулăшусемпе усă курса пăхас шухăш çуралчĕ. Малтанах «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнтăмăр. Гранта тивĕçрĕмĕр. Пире уйăрнă укçапа трактор, сеялка, культиватор туянтăмăр. Пирĕншĕн çакă пысăк çăмăллăх пулчĕ. Каярах вара «Çемье» программăна та лекрĕмĕр.

Патшалăх пулăшăвĕ фермер хуçалăхĕсене вăй илсе кайма, пурлăхпа техника базине пуянлатма май парать, — терĕ Вăтаел кинĕ.

Эльвира Шайкина тытса пыракан фермер хуçалăхĕ паян 138 гектар çĕрпе усă курать, унтан 83 гектарне 49 çула арендăна илнĕ, ыттине вара ял çыннисем хăйсен çĕр пайĕсене тара панă. Кăçал лаптăкăн 15 гектарĕнче вăрлăх сухан (çевок), тырă, нумай çул ÿсекен курăк тата вăрлăх валли сухан çитĕннĕ. Хирти ĕçсен пысăк пайне механизациленĕ. Техника паркĕнче 6 трактор, вĕсенчен пĕрне иртнĕ çул 5 млн тенкĕ ытла парса хуçалăх хăй вăйĕпе туяннă. Тырă çапса тĕшĕлекен, çевока кăларакан, пуçтаракан комбайнсем, кăкарса çÿремелли ытти агрегатсем те пур.

— Малтанхи çулсенче çевока çумласси, кăларасси, пуçтарса кĕртесси — йăлтах алă вĕççĕн пулнă. Çывăхри ялсенче те çак культурăпа ĕçлекенсем нумайăн пулнăран вăй хуракансене тупасси те çăмăл марччĕ. Йĕпреç, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕсенчен машинăпа илсе килеттĕмĕр, леçсе яраттăмăр. 70-80 е ытларах та çынна кăнтăрлана апат пĕçерсе çитермелле пулнă тата. Ĕçе механизациленĕ хыççăн чылай çăмăлтарах. Халĕ çевока комбайн кăларать, пухать, çавăнпа пысăк йыш кирлех мар. Ытларах чухне хамăр çемьепе тăрăшатпăр. Вăл пирĕн пысăкланнă: ывăл авланнă, хĕр качча кайнă. Виçĕ мăнук пур, — терĕ фермер хуçалăхĕпе паллаштарнă май Эльвира Кузьминична. — Çевока сутлăх валли тасатса тирпейлеме, сортировка тума Елчĕкрен пĕр бригада ялан килет. Пĕр-пĕрне хăнăхса çитнĕ, ăнланса ĕçлетпĕр.

Патăрьел тăрăхĕ хура тăпраллă пулнипе палăрса тăрать, анчах пăхман çĕртен тупăш илейместĕн. Фермер хуçалăхĕнче пур культурăна та минераллă удобренипе акаççĕ. Çум курăкран вара ытларах гербцидпа кĕрешеççĕ. Купăс калама, кăмака тума ăста Виталий Шайкин халĕ агроном профессине те алла илнĕ. Ывăлне те хăй мĕн пĕлнине вĕрентет. Ытти фермерсемпе кăна мар, Сергейпе те канашласа ĕçлет. Хими препарачĕсемпе тивĕçтерессипе вара шăпах йăха тăсакан тăрăшать.

Йывăрлăхсем çирĕпрех пулма пулăшаççĕ

Çĕр ĕçĕнче нихăçан та пурте кал-кал пымасть. Чылай чухне çын шухăшланă пек те пулмасть. Акнă-лартнă культура ярăнса çеç ÿсмелле чухне çанталăк шăрăх тăрать, пухса кĕртмелли вăхăтра çумăр пĕр вĕçĕм çăвать. Юлашки çулсенче çапларах пулчĕ те.

— Кăçал çанталăк çĕр çыннисен чăтăмлăхне аван тĕрĕслерĕ. Юрать-ха çевока çумăра кайиччен маларах кăларса пухса кĕртрĕмĕр, аван пулчĕ. Фермерсенчен нумайăшĕ сентябрь вĕçĕчченех вăрлăх сухана пуçтарса илессишĕн тăрăшрĕ. Йĕпепе симĕсленме пуçланипе хиртех хăварнисем те пулчĕç. Тăкакĕ пĕчĕк мар вĕт... Тĕрĕссипе, йывăрлăхсем, çухатусем сахал мар. Пĕлтĕр эпир те сухан вăрлăхĕпе аван нуша куртăмăр. Çевокăн «штутгартен» сортне хамăрах тăватпăр. Тепĕр тĕрли тата пултăр тесе пĕлекен çынранах чернушка туянтăмăр. Лайăх шăтса тухрĕ, анчах кăларсан çĕрме пуçларĕ. Малтан пуçтарса кĕртнине 6 трактор прицепĕ кăларса тăкма тиврĕ. Виçĕ гектара сухаласа çеç пăрахрăмăр, — терĕ фермер.

Çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен те кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çăмăлах пулмарĕ. Шайкинсем çуркунне çителĕклĕ туяннăран ку йывăрлăха туйман. Кĕрхи çĕртме тума кăна кăштах çитменнипе илнĕ.

Ял хуçалăхĕнче продукцие туса илнипе пĕрлех вырнаçтарма та пĕлмелле. Эльвира Шайкинан фермер хуçалăхĕ килĕшÿпе те ĕçлет, çав вăхăтрах яланхи туянакансем те пур. Çевока Беларусь Республикине, Екатеринбурга, Хусана, Стерлитамака тата ытти хуласене те илсе каяççĕ. Клиентсене çухатас мар тесе пахалăхлă тавар çеç хатĕрлеме тăрăшаççĕ.

Ял çынни ялпа пурăнать, савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлать. Ку вăл ĕмĕртен пыракан йăла. «Ялти çерçи выçă вилмест», — тесе ваттисем ахальтен каламан ĕнтĕ. Пĕр-пĕр мероприяти ирттермелле — халăх яланах кар! тăрса хутшăнать. Вăтаелсем православи тĕнĕпе ял уявне февральте, Сретенинче е Иисус Христоса Иерусалимри храма пĕрремĕш хут илсе кĕнĕ кунра паллă тăваççĕ. Ун чухне ялтисем çеç мар, хуларисем те килеççĕ, тĕрлĕ спорт вăййи ирттереççĕ. Çулла Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă ентешсене асăнса мини-футболла выляççĕ. Уява йĕркелеме, çĕнтерÿçĕсене чыслама спонсорла пулăшусăр май çук. Эльвира Шайкина айккинче юлмасть, кашнинчех укçа-тенкĕ парать. Муниципалитетра иртекен мероприятисем валли те пулăшу уйăрать.

Фермер хуçалăхне ертсе пыракан Эльвира Кузьминична алă ĕç валли те вăхăт тупать. Ывăлĕпе хĕрĕ пĕчĕк чухне каçсерен кофта, шăлавар, юбка çыхнă. Тĕрлеме те май тупнă. Халĕ алса-чăлха ытларах çыхать. Çемье ăшшине упрама тăрăшать.

— Çĕр ĕçне суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Çăмăл тесе каламастăп, анчах вăл пире тăрантарать, тумлантарать, малалла утма хавхалантарать. Эпир суйласа илнĕ çула ачасем тăсасса шанса тăратпăр, — терĕкăмăллă çеç сыв пуллашнă май фермер.

Ольга ПАВЛОВА

Цифрăсен чĕлхипе

 2025 çулта Патăрьел муниципалитетĕнче патшалăх пулăшăвне 156 млн тенкĕ илнĕ. «Агростартап» программăпа — 14 çын 70 млн тенке, «Çемье фермерĕ» — икĕ фермер 36 млн тенке, «Перспектива» — пĕр фермер 10 млн тенке, пĕр кооператив пурлăхпа техника базине аталантарма 40 млн тенке тивĕçнĕ.

Кăçал республикипе ял хуçалăх таварĕ туса илессипе ĕçлекен 14 хуçалăх патшалăх пулăшăвне илнĕ, вĕсенчен 11-шĕ — Патăрьел муниципалитет округĕнчен. Çĕр ĕçне пуçăнакан 8 фермера 5шер млн тенкĕ, ÿсен-тăран отрасльне аталантарма пĕр фермер хуçалăхне 9 млн тенкĕ, икĕ фермер хуçалăхне выльăх-чĕрлĕх отраслĕ валли 18шар млн тенкĕ таран уйăрнă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика