Кĕçĕн Арапуçĕнчи ял библиотекинче çак ялта çуралса ÿснĕ паллă çынпа, профессорпа, биологи наукисен докторĕпе, академикĕпе Иван Селивановпа ăшă тĕл пулу иртрĕ.
Иван Михайлович мероприятие пушă алăпа килмен. Вăл вулав çуртне хăй çырнă «От истока до устья» çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ. Автор унта кун-çулĕпе, ĕçĕсемпе туллин паллаштарнă.
Тĕл пулăва библиотекăна çÿрекен çамрăк вулавçăсем те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем пурне те юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Çакăн пек мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл çуралнă кĕтесĕн хакне палăртма, аслисемпе ачасем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, йăла-йĕркене упрама пулăшать.
Алена КАРУКОВА,
Патăрьелĕнчи тĕп библиотека методисчĕ
Октябрь 2026 |
