Ентеш чи лайăх волонтерсен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2026, 09:15 Просмотров: 10

ТУÇАРА çуралса ÿснĕ Лариса Мышева (Табакова) хальхи вăхăтра Шупашкарти 64-мĕш шкулта ĕçлет, çавăн пекех Чăваш Енри «кĕмĕл» волонтерсен лидерĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене те чун-чĕререн пулăшма тăрăшать. Кăçал çулла Патăрьел хĕрĕпе Эвелина Комиссаровăпа пĕрле Курск облаçĕнче те пулчĕ, хирти госпитальте вăй хучĕ. Маскировка сечĕсене те çыхма çÿрет, гуманитари пулăшăвне пуçтарма хавхалантарать.

Çак кунсенче ырă хыпар çитрĕ. Лариса Михайловна çĕршыври чи лайăх волонтерсен йышне кĕнĕ. Ентешрен тĕслĕх илмелĕх те, унпа мухтанмалăх та пур.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика