Красномайскинчи ял клубĕнче «Янра, хут купăс» фестиваль иртнĕ. Мероприятие хамăрăн муниципалитетри, Елчĕк, Куславкка, Йĕпреç, Вăрнар округĕсенчи, Шупашкарти пултаруллă купăсçăсем пухăннă.
Фестивале çак ялта çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Марков 75 çулхи юбилейне паллă тунă май йĕркеленĕ. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов та хутшăннă, Анатолий Николаевича саламланă май малашне те хальхи сатурлăхпа, тапса тăракан хавалпа пурăнма суннă.
Октябрь 2026 |
