Пултаруллă педагогсем тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2026, 13:30 Просмотров: 16

Иртсе пыракан эрне хисеплĕ те сумлă уявран — Учитель кунĕнчен — пуçланчĕ.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче юратнă Вĕрентекенĕмĕрсен ячĕпе кунĕпех социаллă сетьсенче чи ăшă сăмахсем çырчĕç, видеосенче юрăсем янăрарĕç. Çак кунсенче Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче вара вĕрентекенсене çеç мар, шкул çулне çитмен работниксен, вăтам професси пĕлĕвĕн, хушма пĕлÿ паракан работниксен кунĕсене халалласа сумлă уяв иртнĕ (сăн ÿкерчĕкре унăн саманчĕ).

Пысăк шайра йĕркеленĕ мероприятие 600 педагог — конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем тата ыттисем хутшăннă. Вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕн делагацийĕ те пĕлтерĕшлĕ уявран савăк кăмăлпа таврăннă. Çакăн валли сăлтавĕ те пур.

Вĕрентÿ сферинче тăрăшакансем тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçни педагогсен професси ăсталăхне, вĕсен тавра курăмне, ачасене ку чухнехи çĕнĕ меслетпе пĕлÿ илме май туса панине çирĕплетет. Уяв мероприятийĕнче Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти историпе обществознани учительне Гузелия Сабитовăна тата çак шкулти кĕçĕн классен вĕрентекенне Милявше Хайбулловăна РФ Патшалăх Думин Анатолий Аксаковăн Тав хучĕпе наградăланă.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Ивановăна «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ сферин хисеплĕ работникĕ» ята тивĕçнипе саламланă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика