Патӑрьел муниципалитет округӗнче массӑллӑ спорта аталантарас, ҫамрӑксене спортӑн тӗрлӗ енӗпе туслаштарас, сывлӑхне тӗреклетес, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани парас тӗллевпе паллӑ спортсменсен, ветерансен ячӗпе турнирсем йӗркелесси ырӑ йӑлара. Акӑ, шӑматкун, октябрӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулта округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Наталия Андреева ячӗпе улттӑмӗш хут хӗр ачасем хушшинче республика шайӗнче волейбол турнир иртрӗ.
Турнир пӗлтерӗшӗ, унӑн ҫивӗчлӗхӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Кӑҫалхи тупӑшӑва тӑхӑр команда хутшӑнма хапӑл тунӑ.
Волейболистсен ӑмӑртӑвне уҫнӑ ҫӗре Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн полномочине вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Равиль Ямалетдинов, Патӑрьел территори пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Андреев, "Паттӑр" ФСК директорӗ Анатолий Афанасьев, округри Общество палатин членӗ, спорт ветеранӗ Рифкать Сафиуллов, ытти хӑнасем хутшӑнчӗҫ, турнир участникӗсене ҫивӗч кӗрешӳре пысӑк хастарлӑх сунчӗҫ.
_ Ҫамрӑк чухне эпӗ волейболла выляман. Ҫапах та мечӗке илӗртӳллӗ те вӑйӑ ӑсталӑхӗпе унталла та кунталла ывӑтса панине, команда членӗсем пӗр-пӗрне хӳтӗленине, пулӑшнине кӑмӑлтан пӑхатӑп. Волейбол ачасене пӗр чӑмӑра пӗрлешме, пӗр шухӑшлӑ пулма, пӗр-пӗрне кирек мӗнле лару-тӑрура та алӑ тӑсса пама пулӑшакан астармӑш вӑйӑ. Спортсменсене яланхиллех ӑнӑҫу, илемлӗ те ҫивӗч вӑйӑ сунатӑп, _ терӗ Наталия Борисовна турнира хутшӑнакан волейболистсене.
Турнира ҫулсеренех республикӑри чи вӑйлӑ командӑсем хутшӑнаҫҫӗ. Икӗ спорт залра йӗркеленӗ вӑйӑ тапхӑрӗсем ҫивӗч те хӗрӳ иртрӗҫ. Ҫапах кирек мӗнле тупӑшура та вӑйлинчен вӑйли пулатех. Хальхинче Вӑрмарсем пӗрремӗш, Ҫӗнӗ Шупашкарсем иккӗмӗш, Патӑрьелсен команди виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ, округ депутачӗн кубокне, медалӗсене, ҫавӑн пекех хаклӑ парнесене те тивӗҫрӗҫ.
Сӑмах май каласан, Наталия Андреева _ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, 15 ҫула яхӑн Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулӑн туслӑ коллективне ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Асӑннӑ шкулта вӗренекен ачасем те кунта тӑрӑшакан педагогсем те ҫулсеренех тӗрлӗ шайри конкурссемпе ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисем пулни те кӑмӑллӑ.
Альбина Егорова.
Октябрь 2026 |
