Эпир тĕрлĕрен, анчах пурте пĕрле

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 10:57 Просмотров: 18

Çĕр çинче пурăнакан кашни çын сăн-сăпачĕпе çеç мар, хăйне тыткаланипе, интересĕпе, культурипе, чĕлхе

уйрăмлăхĕпе, тĕн йăли-йĕркипе, ыр кăмăллăхĕпе тата ытти енĕпе те уйрăлса тăрать. Çакна пăхмасăрах пирĕн пурне те вăл мĕнле пур, çавăн пек йышăнмалла. Ун пек чухне шăпах кăмăл сипетлĕхĕ, ыр кăмăллăх, туслăх, хисеп, хĕрхенÿ тата ытти туйăмсем малти вырăнта пулни пĕлтерĕшлĕ. Курайманлăхпа вĕчĕрхенÿ, усал тăвасси пулмалла мар. Хальхи чĕлхепе ăна «толерентность» тетпĕр. Пĕр çынпа тепĕр çын, пĕр халăхпа тепри пĕр-пĕрне хисеплесен, килĕшÿллĕ çыхăнура пулсан çеç çĕр çинче тăнăçлăх, ăнланулăх, туслăх хуçаланĕ.

Паян Чăваш Енре 128 наци халăхĕн представителĕсем пĕр çемьери пек хутшăнаççĕ. Вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕ республикăра тĕрлĕ наци халăхĕпе çеç мар, уйрăм тĕн йăли-йĕркине пăхăнакан çынсем пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрин ĕненĕвне хисеплесе пурăннипе палăрса тăрать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче православи тĕнне ĕненекенсемшĕн те, ислам тĕнĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса пурăнакансемшĕн те хăй халăхĕн ăс-хакăлĕ çинче никĕсленсе тăракан йăласен тытăмĕ, культури тĕп вырăнта. Йăла-йĕркепе ĕненÿ — кашни халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ. Муниципалитет округĕнчи 56 ялта тĕпленнĕ чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци халăхĕ кашнийĕ тĕрлĕрен, анчах пурте пĕрле, пĕр чăмăрта.

Çирĕп туслăхпа юрату çинче тытăнса тăрать

пирĕн çут тĕнче

Патăрьел тăрăхĕнче чăвашсемпе тутарсем, вырăссемпе ирçесем тăванла туйăмпа килĕштерсе хутшăнаççĕ çеç мар, пĕр наци çынни тепринпе телейлĕ çемье çавăрать, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине, культурине хисеплесе мăшăр кăвакарчăн пек пурăнать.Çакă мар-и-ха çемье телейĕ! Ваттисем калашле, килĕшÿллĕ кĕтÿре вара кашкăр та хăрушă мар...

Харпăр хăй ĕçĕпе тăрăшакан Патăрьелти чăваш хĕрарăмĕ Елена Васильевна Ильина çăмăл мар пурнăç шăпи çутă ăраскалпа черетленнĕшĕн хальхи вăхăтра кулленех çÿлти Пÿлĕхе тав тăвать. Кĕçех вĕсем юратнă мăшăрĕпе — Минсеит Минкадирович Якушевпа — пурнăç сукмакне такăрлатма пуçлани 35 çул çитет! Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси çеç мар пулин те, виçĕ ача амăшĕ маларах унăн чĕрине пирчейми йĕр туса хăварнă иртнĕ кунсемшĕн пĕрре те ÿкĕнмест, ÿпкелешмест те. «Çапла çырнă пуль: курмаллине курас, чăтмаллине чăтас пулать. Мухтав Турра паянхи куншăн..» — терĕ кĕскен сăпайлă хĕрарăм шăпипе çырлахса.

Елена Васильевна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вăрман çывăхĕнчи илемлĕ ялта, чăвашсемпе ирçесем, вырăссем туслăн пурăнакан Шăхачра çуралнă. Сак тулли ÿснĕ вĕсем ашшĕпе амăшĕн: тăватă хĕр те (Валентина çамрăкла вилнĕ) икĕ ывăл. Çемьере мĕн ачаран чун тĕпренчĕкĕсене ĕçе хăнăхтарасси çирĕп йăла пулнă. Лена пĕр тăвансенчен асли, çавăнпа унăн ури çине тата маларах «ĕне пуснă». Амăшĕ канăçне пĕлмесĕр сысна ферминче ĕçленĕрен хĕрача çамрăклах кил-тĕрешри тĕп ĕçсене асламăшĕпе юнашарах пурнăçланă. 12 çултах унпа ăмăртмалла ĕне сунă, пăрăвĕсене шăварнă, сыснисене апатлантарнă тата ытти те. Çиччĕмĕш класра чухне икшер эрнене вăрмана утă тума кайни те асĕнчех. Пĕчĕк хĕрача мĕн пур вăйне пуçтарса çавапа алă пÿрнисенчен юн тухичченех курăк çулнă. Çапах нăйкăшман, ачашланма та май пулман. Вăрмантан утăран килсен йăмăкĕсемпе тата шăллĕсемпе хире пай çине ĕçлеме чупнă. Йышлă ачан çи-пуçне питĕрес, кирлĕ пек тăрантас тесе амăшĕ çулсеренех колхозра икшер пай илсе панă. Анчах шел, хăйĕн пепкисене пурне те ура çине тăратиччен вăл çамрăклах ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Лена ун чухне пĕве кĕнĕ 18ти хĕр пулнă-ха, чи кĕçĕн йăмăкĕ вара 6рах амăшĕн ăшшисĕр юлнă. Йĕпе çине сапа тенĕ евĕр, амăшĕ вилсен çур çултанах ашшĕ те (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ултă пепкине асламăшĕпе хăварса тепĕр хĕрарăмпа çемье çавăрнă.

— Асанне питĕ ырă та ĕçчен хĕрарăмччĕ. Пире пурне те аслă çул çине кăлараканĕ те, ăс параканĕ те, мăшăрлантараканĕ те вăлах пулчĕ. Анчах шел, мана малтанхи мăшăрпа пурнăçа сыпăнтарма Турă çырмарĕ. Икĕ хĕр çуралнă хыççăн пирĕн çулсем йÿпленчĕç, чун хĕлĕхĕ татăлчĕ. Çамрăк ачасемпе райпо системинче продавецра ĕçлеме те çăмăл марччĕ. Магазинта каçченех тавар сутмалла пулнă, канмалли, уяв кунĕсенче те ĕçлеме тиветчĕ. Çапах хам юратнă профессирен писмерĕм. Çакнашкал йывăр вăхăтра ман çул çинче Миша (Минсеит) тĕл пулчĕ. Вăл пулмасан халĕ эпĕ мĕнле пурăнаттăмччĕ-ши? Калама та хĕн. Паян унăн ăшши маншăн çеç мар, ачасемшĕн, мăнуксемшĕн те чун хавхаланăвĕ, пурнăç илемĕ пулнине çемйипех лайăх пĕлетпĕр,— çапла хак пачĕ Елена Васильевна унăн чунне кĕрсе йăва çавăрнă юратнă çын пирки (сăн ÿкерчĕкре юратнă мăшăр).

Пурнăçăн илемĕ — иккĕнре, икĕ чĕре пĕр туйăмпа тапнинче. Паян çак мăшăра çÿпçипе хупăлчи темелле. Вĕсем пĕр-пĕринсĕр пĕр кун та пурăнмаççĕ, пĕр-пĕринчен утăм та айккинелле тумаççĕ. Хăйсен вăйĕпе туса лартнă икĕ хутлă керменккери (çаплах калас килет), пысăк хуçалăхри ĕçсене пурне те юратнă мăшăр пĕрле, килĕштерсе пурнăçлать. Пахчинче ешерекен тĕрлĕ йышши чечексене, пахча çимĕçе, улми-çырлине, теплицăри хăяр-помидорне пĕтĕмпех Минсет Минкадирович пăхса, тирпейлесе тăрать. Вĕсене чун тĕпренчĕкĕ евĕр вăрăран е туратран тымарлантарса çитĕнтерекенни, çемье ăшшине тытса тăраканни — Елена Васильевна. Кил-тĕрешри кирек мĕнле ĕçе те шăкăл-шăкăл калаçса, тумитлесе, килĕштерсе пурнăçланăран пурте куç тулли, кашнийĕ чун киленĕçĕ. Çуртра, çемьере тирпей-илем, хăтлăх, ăшăлăх, юрату хуçаланть. Ахальтен мар темиçе çул каялла вĕсем тытса пыракан тирпейлĕ çурт-йĕр «Патăрьел муниципалитет округĕнчи чи лайăх хуçалăх» ята тивĕçнĕ.

Çемьере наци уявĕсене тулли кĕрекере, çывăх çынсемпе, ачасемпе, мăнуксемпе ирттересси те ырă йăлара. Курбан-байрам, Аслă Мăнкун, çветтуй Троица, çывăх тăвансен çуралнă кунĕсем — хисеплĕ те кĕтнĕ уявсем. Мăшăр иккĕшĕ те пысăк çемьере çитĕннĕрен (Минсеит та Шăнкăртамра çиччĕн пĕр тăван ÿснĕ) туслăхпа тăванлăх туйăмĕ иксĕлми. Кирек мĕнле лару-тăрура та вĕсем пĕр-пĕрне алă тăсса пулăшма хатĕр.Тĕрĕсех:çирĕп туслăхпа юрату, ăнлану, килĕшÿ çинче эпир пурăнакан çут тĕнчемĕр тытăнса тăрать те...

Еленăпа Минсеит чăваш хĕрĕпе тутар каччи пулни пурнăçра пĕр чăрмав та кÿмест. Вĕсем чăвашла та, тутарла та калаçаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, икĕ енĕпе те йăла-йĕркене пăхăнса тăванĕсем патне хăнана çÿреççĕ. Ир тăрсан кашнийĕ хăйĕн чĕлхипе çÿлти Хуçаран сывлăх, тăнăç пурнăç ыйтать, кĕл тăвать.

Чунĕсем ырă, чĕлхисем çепĕç пулни — сăваплă та,

пархатарлă та

Çĕр çинче пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан ĕç те ăнать, кал-кал та пырать. Чĕрĕк ĕмĕр ытла райпон тĕрлĕ ялти магазинĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ кил хуçи хĕрарăмĕпе тивĕçлĕ канăва тухичченех Патăрьелĕнчи сельхозхиминче трактористра, КамАЗ водителĕнче тăрăшнă çемье пуçлăхĕ паян та алă усса çеç лармаççĕ. 2003 çултах предприниматель ĕçне «кÿлĕннĕ» Елена Ильина паян мăшăрĕпе çемье бизнесне малалла аталантарать. Сăмах май каласан, 2024 çулта ăна Патăрьел муниципалитет округĕнче професси тĕлĕше чи лайăххисен конкурсĕн итогĕпе «Чи лайăх предприниматель» хисеплĕ ят панă.

Хальхи вăхăтра вĕсем Аслă Чементе, Шăхачра, Турханта, Çĕньялта, Кĕçĕн Патăрьелте пурăнакансене куллен кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ. Çемьере Ирина хĕрне çухатнă хыççăн вĕсем хуйха-суйха ĕçпе пусарас тĕллевпе суту-илÿ ĕçне тата ытларах сарнă, мăшăрĕпе ыр кăмăллăхпа тимлеме, сăваплă та пархатарлă ĕçсене тата хастартарах хутшăнма тытăннă. Чун ырăлăхĕпе, ăшă сăмахпа çынна пулăшасси — Якушевсен паянхи пурнăçра тĕп тĕллев. Çак сăлтавпах вĕсем тăтăшах округра ирттерекен ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнаççĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах кăтартуллă çемье салтаксене гуманитари пулăшăвĕ янă çĕре хутшăнать, ялсенче сетка çыхакансене материлсем туянса парать, тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр пулса çĕнтерÿшĕн çапăçакан ентешсем патне çемье кучченеçне те тăтăшах ăсатать.

Вăл çеç те мар. Ильина-Якушевсем ялсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн программипе пурнăçа кĕрсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа ялсенче çул тунă, ытти кирлĕ объектсене хута янă çĕре те хăйсен тÿпине хываççĕ: чăваш ялĕсенче те, тутар ялĕсенче те... Урăхла каласан, килĕшÿллĕ çемьен ыр кăмăллăхĕ иксĕлми.

Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх? Ача-пăча сасси лайăх

Çемье телейĕ — ачасенче, ăрăва, йăх-несĕле, ырă йăла-йĕркене, хамăрăн культурăна ламран-лама малалла тăсакан мăнуксенче. Ашшĕ-амăшĕшĕн вĕсен çитĕнĕвĕпе, ÿсĕмĕпе савăнма май пулнинчен ырри тата мĕн пултăр? Хĕрĕсем пурте икшер аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Кашнийĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Пÿрт илемне кÿрекен тăватă мăнукĕ — кукамайпа бабайшăн иксĕлми савăнăç. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă аслă мăнукĕ — Феликс — 23 çулта. Яш каччă юрист пулас ĕмĕтпе кăçал аслă шкултан вĕренсе тухса дипломлă пулнă. «Баба-деда» хÿтлĕхĕнче тивĕçлĕ воспитани илнĕскер, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Пултаруллă спортсмен яланах «Зарница» команда ушкăнĕпе шкул чысне хÿтĕленĕ, Атăлçи федераци округĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăннă.

— Баба-Ленăпа деда-Миша манăн пурнăçра чи çывăх та юратнă çынсем. Çемьере нихăçан та хытă саспа калаçнине, усал сăмахпа вăрçăннине илтмен, ас тумастăп та. Вĕсем иккĕшĕ те ырă кăмăллă, сăпайлă, яланах çынна алă тăсса пулăшма тăрăшаççĕ. Эпĕ пĕчĕк чухнех килте чăвашла, тутарла юрăсем янăратчĕç. Çакă мана та питĕ килĕшетчĕ. Мĕншĕн тесен манăн юлташсем хушшинче те тутарсем нумай. Баба-Лена пĕçерекен бэлиш, баурсак, техĕмлĕ çаврака çăкăр, хуплу, салма яшкипе борщ тутине студент чухне нумай аса илеттĕмччĕ. Маншăн вăл пĕçерекен, хатĕрлекен çимĕçсем чи тутли! Ылтăн алăллă манăн кукамай.

Канмалли кунсенче пирĕн çурт чылай чухне кĕрлесе çеç тăрать. Пурте пуçтарăнсан малтанах кил-тĕрешри ĕçсене тума пулăшатпăр, ун хыççăн вара тулли сĕтел хушшинчи ăшпиллĕ калаçу пурин кăмăлне те çĕклет,— çапла ăшă сăмахсемпе хак пачĕ çемье телейне Феликс аслă мăнукĕ.

ЦИФРА ЧĔЛХИПЕ

2026 çул тĕлне Патăрьел муниципалитет округĕнче чăвашсем 72, тутарсем 25 процент пурăнаççĕ. Ытти пайĕ — вырăссем, ытти наци çыннисем.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика