ОКТЯБРĔН1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери аслă ăрури çынсен кунне паллă турĕç. Муниципалитетри ял тăрăхĕсенче те, организаци-предприятинче те уява пĕр йĕрсĕр ирттермерĕç: тивĕçлĕ канăва кайнисене хăнана чĕнсе чыслăн саламларĕç.
«Авангард» пĕрлешĕвĕн «Патăрьел беконĕ» филиал çулленех ыр кăмăллăхпа палăрать. Хăй усă куракан çĕрсен территори пайĕсене мероприятисем ирттерме укçа уйăрать. Кăçал та уяв кĕреки филиал пулăшнипе тулăх пулнă. Сăмах май, организаци Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене те тимлĕхсĕр хăвармасть. Çавăн пекех Пĕлÿ кунĕнче пĕрремĕш класа каякансене канцеляри таварĕсемпе тултарнă рюкзаксем парнелет. Юлашки шăнкăравра вара выпускниксене хавхалантарма май тупать. Урăхла каласан, ыр кăмăллăх филиала тата ытларах хисеп çĕнсе илме çеç пулăшать.
Октябрь 2026 |
