Первомайскинче Тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, çĕршыв кубокĕн çĕнтерÿçин Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн унăн ячĕпе çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ пысăк шайра иртнĕ.
Хальхинче старта тĕрлĕ ушкăнпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем çеç мар, Чăваш Республикинчи ытти округри спортсменсем те тăнă. Мĕн пурĕ 350 ытла çăмăл атлет кĕркуннехи кроса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Ăмăртăва хутшăнакансемпе хăнасене рес-
публикăри çăмăл атлетсен ятне тĕнче шайне кăларма пултарнă Александра Тимофеевна саламланă, пурне те спортпа туслă пулма, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлма, ырă йăла-йĕркене малалла аталантарса пыма ăнăçу суннă.
Октябрь 2026 |
