Килтен тухмасăрах мăшăрланма та, ача ятне çыртарма та пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:39 Просмотров: 14

ПАЯН Патшалăх тивĕçтерĕвĕпе (Госуслуги) халăх туллин усă курать. Тухтăр патне те çырăнаççĕ, ача укçи илес тесен те килтен тухмасăрах справкăсем тăратаççĕ. Водитель е тракторист правине улăштармалла — çырса çеç ямалла. Мăшăрланма шут тытнисем те кафере ларнă вăхăтрах заявлени параяççĕ. Шкулта вĕренекен ачасен электронлă дневникĕпе те паллашма пулать. Çăмăллăхсем чăнах та нумай.

Ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна та Патшалăх тивĕçтерĕвĕ урлă хатĕрлеме пулать. Сăмах май, кăçал муниципалитетри йыш хушăннă çемьесен 74 проценчĕ пепке çут тĕнчене килнине çапла майпа пĕлтернĕ.

Çын вилнине çирĕплетекен документа та ЗАГСа килмесĕрех, ятарлă портал урлă çырса яма май пур.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика