Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсене чысланă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:31 Просмотров: 17

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи ача-пăча пултарулăх шкулĕнче ача садĕнче ĕçлекенсене чысланă. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Кузнецов, администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управлениĕн начальникĕ Ирина Рубцова тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă.

Шкул çулне çитменнисен системинче хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă, ачасене юратакан профессионалсем вăй хураççĕ. Ача садне çулталăк çурăран пуçласа 7 çула çитнĕ пепкесене йышăнаççĕ, унчченхи пек черет çитессе кĕтекен çук.

Уявра ача садĕнче ĕçлекенсене тĕрлĕ шайри наградăпа чысланă, ташă-юрăпа савăнтарнă.

Шкул çулне çитмен 9 учрежденине 1075 ача çÿрет. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн 181 специалист тăрăшать: 101 воспитатель, 74 воспитатель пулăшуçи, тăватă логопед тата икĕ психолог.

Çичĕ пĕлÿ çурчĕн базинче шкула кайма хатĕрлекен 15 ушкăн пур.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика