Ачаран суйланă професси ĕçре çитĕнÿ тума пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2026, 13:21 Просмотров: 13

Раççей Федерацийĕн çут ĕç министерстви 2026 çулта педагогикăри ĕçсемшĕн, çитĕнÿсемшĕн 200 пин тенкĕ таран паракан премие тивĕçнĕ вĕрентекенсене палăртнă. Чăваш Енри 11 педагога кĕртнĕ унта, вĕсен йышĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ĕç урокĕсене ертсе пыракан Наталия Никитина та пур. Сăмах май, вăл кăçал муниципалитетри «Çулталăк учителĕ» конкурсра та финала тухнă. Тĕрлĕ шайри награда та ун çителĕклех.

— Ку çитĕнÿ пĕр манăн çеç мар, коллективăн та. Пĕрлехи вăйпа вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн, анлă тавракурăмлă тăвассишĕн тăрăшатпăр, — терĕ калаçу пуçламăшĕнчех педагог.

Наталия Петровна мĕн пĕчĕкрен учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Урамра тантăшĕсемпе, килĕнче пуканисемпе вылянă чухне час-часах вĕсене çырма, вулама «вĕрентнĕ», «пĕлĕвĕсене» хакласа журнал çине паллăсем лартнă. Çитĕннĕçемĕн 1975 çулта çуралнă Треньел хĕрĕн пурнăçне ачасемпе çыхăнтарас шухăшĕ çирĕпленсе çеç пынă. Вăл ялти пуçламăш пĕлÿ çуртĕнче, кайран Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ăс пухнă.

— Малтанах кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулас килетчĕ. Кăшт аслăлансан математика предмечĕ килĕшнипе математика учителĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ.

10 тата 11 классенче чăваш литератури урокĕсене Виталий Яковлевич Киданов ертсе пычĕ. Шăпах çавăн чухне шухăш улшăнчĕ, тăван чĕлхе патне кăмăлăм ытларах выртрĕ, — терĕ Наталия Петровна.

Аттестат илнĕ хыççăн çамрăк хĕр Шупашкарти Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. 1998 çулта Алманчăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература тата культурологи урокĕсене ертсе пыма пикеннĕ.

— Культурологи урокĕсене шкул программине кĕртнĕ тапхăрта кĕнеке те çукчĕ. Çавăн чухне университетра вĕреннĕ вăхăтра фольклорпа пухнă материалсем вырăнлă пулчĕç. Ачасене вĕсемпе усă курса чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, юрри-сăввипе паллаштараттăм, — аса илет Наталия Никитина.

Каярах Наталия Петровна Патăрьелĕнчи каçхи шкулта чăваш тата вырăс чĕлхисене, тăван литературăна ертсе пынă. Унтан ăна шăпа Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула илсе çитернĕ. Кунта технологи учителĕ кирлĕ пулнăран 18 çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ педагог квалификацине улăштарать.

Ĕç урокĕнче унччен хĕр ачасем çыхма, пĕçерме, çĕлеме, арçын ачасем йывăçран япаласем ăсталама хăнăхнă пулсан, халĕ робототехника, 3Д модулировани, автоматизаци, черчени кĕрет. Наталия Петровна пулăшнипе вĕренекенсем темăсене алла илсе пыраççĕ, тĕрлĕ шайри олимпиадăра, конкурсра, конференцинче мала тухаççĕ. Çавăн пекех вĕрентекенĕ тăрăшнипе проектсене те хутшăнаççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Фронт тылĕсемпе», «Паттăрсен çулĕсемпе» проектсенче финала тухнă. Округ, шкул чысне Чулхулара тата Волгоградра хÿтĕлесе пиллĕкмĕш тата тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă.

Тавракурăма аталантарма «Пуласлăха билет» программăпа усă курса нумай пулмасть Наталия Никитина шкулта вĕренекенсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Канаш районĕнчи Шельттĕмри «Мелилотус» кооператива çитсе килнĕ. Хуçалăх агротуризмпа тимлет. Çул çÿревçĕсем «Чăваш Енĕн пылак ылтăнĕ» программăпа паллашнă май вĕлле хурчĕсем, пыл çимĕçĕсем пирки ытларах пĕлнĕ.

Муниципалитетри пĕртен-пĕр пĕлÿ çуртĕнче, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта, 2015 çултанпа агроклассем пур. Учреждени Шупашкарти агроуниверситетпа тачă çыхăнса ĕçлет. 2025 çултан вĕренекенсене çамрăкранах профессисемпе паллаштарас тĕллевпе 7 класран агротехкласс уçăлнă. Кунта физика, математика, биологи предмечĕсене тарăннăн вĕренеççĕ.

— Агроклассем пурри пит аван. Ачасем çамрăкран çĕре юратма, тăван тавралăха упрама хăнăхаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче республикăри ял хуçалăх министерстви пуçарăвĕпе «Процессен фабрики» проект хута кайрĕ. Пĕлÿ çурчĕн территорийĕнче вĕренекенсемпе хăмла çырлин полонез тата энросадира хунавĕсене лартрăмăр. Августăн 1-мĕшĕнче ĕçе регионта иртнĕ «Çырла фестивалĕнче» хÿтĕлерĕмĕр. Иртнĕ уйăхра хăмла çырлипе вăй хунă пĕр кунăн сценарине ял хуçалăх министерствине çитертĕмĕр. Малашне унпа ытти шкулсем те паллашма пултараççĕ.

Халĕ тепĕр проектпа тимлетпĕр. Икĕ эрне каялла ачасем килĕсенчен вăрăсем илсе килчĕç. Вĕсене пĕрле акрăмăр. Хăйсем шăвараççĕ, пăхса тăраççĕ. Редиссем шăтса та тухрĕç. Вĕренекенсем куншăн епле хĕпĕртерĕç! Вĕсене те çакăн пек проектсемпе ĕçлеме килĕшет, — терĕ 7 классен ертÿçи.

Наталия Петровна уроксем хыççăн «Чăваш тĕрри» кружок ертсе пырать. Çамрăк хĕрсем тĕрлĕ çип илемне туйса тĕрлеме хăнăхаççĕ. Вĕсен ĕçĕсенчен пĕрне, сĕтел çиттине, Патăрьелĕнчи «Çăкăр» музейĕнче курма пулать. Çавăн пекех шкул библиотекинче те тĕрленĕ япаласем пур.

— Мана алă ĕçĕ тума анне вĕрентнĕ. Кĕçĕн класра чухнех алса-чăлха çыхнă. Вĕтĕ шăрçасенчен мăя çакмалли хатĕрсем ăсталанă, тĕрленĕ чухне чунра лăпкăлăх хуçаланать, çапла майпа канатăп, шухăшсене пусаратăп, — тет виçĕ ача амăшĕ. Сăмах май, Анжела хĕрĕ çывăх çыннин çулнех суйласа илнĕ. Вăл Канашри педагогика колледжĕнчен воспитателе вĕренсе тухнă. Кайран психолог профессине алла илнĕ. Максим хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Рома Патăрьелĕнчи агротехникумра ăс пухать.

Ачисен, вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса куллен утать шкула вĕрентекен.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика