«Атте-анне суйланă çул çине çум курăка ÿсме памарăм...»

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 09:39 Просмотров: 15

Çакăн пек ытарлă шухăшсемпе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Упамсара пурăнакан хисеплĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Светлана Тарасовна Вавилова. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче тăххăрмĕш теçеткене вакланă пилĕк ача амăшĕн паянхи кун та юратнă профессийĕ пурнăçра чун киленĕçне тупма пулăшакан туйăмĕ пĕрре те сĕвĕрĕлмен. 35 çул кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ тĕнчин вăрттăнлăхне вĕрентнĕ учитель хăйĕн выпускникĕсемпе мăнаçланса калаçни те çакнах çирĕплетрĕ.

«Мана кун çул парнеленĕ аттепе анне те педагогсем пулнă, тивĕçлĕ канăва кайичченех юратнă профессийĕпе тăрăшнă. Эпĕ вĕсен династине малалла тăсрăм, вĕсем суйланă çул çине çум курăка ÿсме памарăм», — терĕ сăпайлăн çеç Светлана Тарасовна.

Хисеплĕ ветеранăн пурнăç çулĕ, педагогика каçалăкĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех Упамсари сакăр çул вĕренмелли шкулпа çыхăннă. 35 çул хушшинче вăл нумай-нумай шăпăрлана (çаплах калас килет) чăн малтанах сылтăм аллине тĕрĕс ручка тытма, парта хушшинче тимлĕн ларма, вулама-çырма, шкул йĕркине хăнăхма вĕрентнĕ. Учителĕн çирĕп сасси çеç мар, унăн çирĕп йĕрки те ачасене хăвăрт класс йĕркине пăхăнма, хăйсене шкул ачи пек йĕркеллĕ тытма вĕрентнĕ. Класра сахал ача мар, 23—30 вĕренекен. Каярахпа пĕчĕк комплектлă шкул туса хурсан çеç 12шер ача пулнă. Пуриншĕн те Светлана Вавилова учительница иккĕмĕш анне вырăнĕнче шутланнă.

Кашни учителĕн ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе тухмалли хăйĕн çул-йĕрĕ, методики. Светлана Тарасовна унăн ĕçĕ ачасен пуласлăхĕшĕн мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланнă. Çурт никĕсĕ çирĕп пулмасан унăн кăшкарĕ те шанчăклă мар. Ача та çурт пекех. Кĕçĕн класра вăл хăйне кирлĕ пĕлÿ илеймесен аслă класра малалла аталанма йывăр иккенни каламасăрах паллă. Çавăнпа та вăл кашнийĕнпе пултарулăхне кура уйрăмшарăн та туллин ĕçленĕ. Вăхăтне те шеллемен, сывлăхне те хĕрхенмен темелле. Вĕренекенсем пурте унăн куçĕнчен тилмĕрсе пăхнă, çăварĕнчен тухакан кашни сăмаха, кашни шухăша тимлĕн итленĕ. Учитель урок ирттернĕ чухне ытлашши сас пулман, шăна тĕлли-паллисĕр сĕрлесе вĕçни çеç илтĕнме пултарнă.

— Светлана Тарасовна урокĕсенче пĕр-пĕринпе калаçса ларакан та, пăркаланса вăхăта ирттерекен те пулман. Вăл яланах йĕркелĕхе, дисциплинăна малти вырăна хуратчĕ. Ачасене хитре çырма, яка та хăвăрт вулама вĕрентессишĕн чунне парса тăрăшни паян та куç умĕнче. Юратнă пĕрремĕш учителĕн уçă та çирĕп сасси хăлхарах янăрать,— çапла аса илет ун пирки Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ Альбина Степанова.

Мăшăрĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесникĕпе, Петр Михайловичпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чун тĕпренчĕкĕсем амăшне кичемленме, тунсăхлама памаççĕ, килсех тăраççĕ, хуçалăх ĕçĕсенче пулăшаççĕ. 12 мăнукĕпе 8 кĕçĕн мăнукĕ асламăшĕпе кукамăшĕн килĕнче куç тулли савăнăç-телей.

—Хамăр та саккăрăн сак тулли ÿсрĕмĕр. Мухтав Турра, çиччĕшĕ пурăнатпăр. Çемьере асли пулнăран, çамрăклах ура çине ĕне пуснă темелле. Анне, Зинаида Федоровна, вăрçă вăхăтĕнче шкул директорĕнче ĕçленĕ. Çемьере асли çитĕннĕрен эпĕ уншăн сылтăм алă вырăнĕнче пулнă. Атте вăрçăран 1945 çулхи декабрьте таврăнчĕ. Ун хыççăн Упамсари шкултах военрук пулса ĕçлерĕ. Ача пулин те çак самантсене лайăх ас тăватăп. Аманса суранланнă йĕрсем ÿт çинче те паллăччĕ. Пĕчĕкскерсем, татăк-кĕсĕк ÿте интересленсе, сăнаса пăхаттăмăр. Тăшманăн пульлине мĕн куçне хупичченех пĕрле йăтса çÿрерĕ...

Çемьере йышлă ача пулин те пире атте-анне чун панă çывăх çынсем пек çеç мар, вĕрентекенсем вырăнĕнче кирлĕ воспитани пама пултарнишĕн яланах савăннă. Паян та çак шухăшпах пурăнатăп. Ĕмĕр тăршшĕпе килĕштерсе пурăннă мăшăрăмпа çемьери ырă йăла-йĕркене ламран-лама куçарса пыма ачасемпе мăнукăмсене пехилленĕ. Вĕсенче паянхи Вавиловсен ят-сумĕ, хисепĕ... — терĕ Светлана Тарасова хăйĕн тĕпренчĕкĕсемпе паллаштарнă май.

Ĕç ветеранĕ нумай пулмасть çеç тăххăрмĕш теçеткене вакланă пулин те, килте алă усса çеç лармасть. Паян унăн килĕнче картинăсен галерейинчи пек çакăнса тăракан алмаз мозаикипе ăсталанă тĕрĕсем — унăн ылтăн алли пурнăçланă ĕçсем.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика