Кĕр мăнтăрĕпе çуралнă куна та, туй-çуйне те, çемьере ытти уявсене те ирттерме кăмăллă. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Еншикре пурăнакансем умлă хыçлă виçĕ Микулая пысăк юбилейпе саламланă. Хисеплĕ Николай Кураков 80, Николай Сурнаев 85, ял хастарĕ Николай Урмаков вара (сăн ÿкерчĕкре) 95 çул тултранă! Паянхи кун тăван ялта çулĕпе чи асли шутланакан Николай Федорович пирки вулаканăмăрсене тĕплĕнрех паллаштарасшăн.
Николай Урмакова хăй пурăнакан таврари ялта пĕлмен çын та сахал пулĕ. Ватлăхне пăхмасăр спорт ăмăртăвĕсенче хастарлăх кăтартнă (юлашки икĕ çулта хутшăнмасть) ĕç ветеранĕн вăй-хăвачĕ 95ре те иксĕлмест-ха. Тĕрĕссипе вуннăмĕш теçеткене çывхаракан кукаçи-асаттене шурсухал тесе кÿрентерес те килмест. Пилĕк ача ашшĕ 20-30 çул каяллахи пекех вăр-вар та çăмăл утса çÿрет, кил-тĕрешри ĕçсене те хутшăнать, çанталăкне пăхмасăр ирсерен ял урамĕсемпе 2-3 çухрăм утса çаврăнать. Хăйĕн ырă енĕсемпе нихăçан та мăнаçланма кăмăлламан ватă паянхи кун та сывлăхлă, телейлĕ туйнишĕн Турра тав тăвать. Амăшĕ енчи йăх-несĕлĕ вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă иккен Урмаковсен. Кукамăшĕ те 103 çул тултарнă хыççăн çеç пурнăçран уйрăлнă. «Çак çула манăн та çитмеллех», — тет вăл паян шÿтлерех. Ватлăха çак çула çитиччен тăсасса çирĕппĕнех шанать....
Николай Федорович хăйне мăшăр тупса панине интереслĕ аса илет. Унăн ашшĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи Петр Маркидановпа çав тери туслă пулнă. Иккĕшĕ те ĕçлеме юратнă, алă ăстисем. Пĕринче ăна чĕнсе илнĕ те юлташĕн ÿссе çитĕннĕ хĕрĕ пулние систернĕ. Ÿркенмен каччă, пулас мăшăрĕпе кайса паллашнă. Вăл ун чухне ялта бригадирта ĕçленĕ. Чиперккепе паллашнă хыççăн кашни каçах Таиç патне (йывăр тăпри çăмăл пултăр) урхамахпа çил пек вĕçтернĕ... Вăхăт иртнĕçемĕн паллашу çирĕп туйăма куçнă, пĕрле пурăнма Турă çырни шăпах çак хĕр пулнă. Çапла вара çемье çавăрса 68 çул пĕр сукмакпа алла-аллăн утнă мăшăр. Ĕмĕр тăршшĕпех вĕсем пĕр-пĕрне çÿпçипе хупăлчи евĕр туйса, килĕштерсе пурăннă.
Паянхи ватă çыннăн кунçулĕ пыл та çу иртмен. Пысăк çемьере çуралса ÿснĕ ачасене ура çине тăма çăмăл пулман. Шел, пĕр варта выртнă тăванĕсенчен пĕри те пурăнмаççĕ. Николай вăй-халĕпе те, ăс-тăнĕпе те, вашаватлăхĕпе те чи çирĕппи. Çемье пуçлăхĕ ваттисен пиллĕхне асра тытса аслашшĕ, ашшĕ пурăннă çурта икĕ хутчен те çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра ытларах Федор ывăлĕпе пурăнать. Ачисем юратнă ашшĕне тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.
Ĕçре тупнă телей сăваплă, теççĕ ваттисем. Николай Федорович шкула кайичченех аслисемпе хирте тăрмашнине хавхаланса каласа парать. Вăрçăччен ялта ака-суха тума техника пулман. Хыçри пахчасене вăкăрпа сухаланă чухне 7-8 çулхи Кольăшăн чĕлхесĕр янавара ана вĕçĕнче çавăрса йăран çине тăратни пысăк телей пулнă. Çавăн чухнех унăн «хурçă ут» хуçи пулас шухăш тĕвĕленнĕ. Çичĕ класс вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн кăшт вăхăт иртсенех вăл малтанах Первомайскинчи МТСра ĕçленĕ, каярахпа Патăрьелĕнче механизатора вĕреннĕ. Хăватлă техникăна парăнтарма вара çамрăка хăйсен ялĕнчи Наталия Мефодьева трактористка хăнăхтарнă. Унпа пĕрлех вăл суха та тунă, акана та хутшăннă. Çавăнтан пуçласа Николай Урмаков «штурвала» алăран яман. Виçĕ çул салтакра пулнă хыççăн та техникăпах çывăхланнă. Малтанах гусеницăллă ХТЗ тракторпа, каярахпа МТЗ-52 тракторпа тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ аса илнĕ тăрăх, Патăрьелĕнчи техника юсакан предприятире ĕçленĕ чухне хирсене кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек тислĕк турттарнă, извеçпе апатлантарнă чухне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитмен ял та юлман-тăр. Механизатор хăйĕн ĕмĕрĕн пысăк пайне, 61 çул руль умĕнче пулса «хурçă утпа» ĕçленĕ!
Николай Федоровичпа Таисия Петровна тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Паян вĕсен кашнийĕн хăйĕн çемйи. Урмаковсен йăх-несĕл турачĕ çулсерен тенĕ евĕр сарăлса пырать. Ватлăх кунсемшĕн 9 мăнукпа мăнукĕн 19 пепки савăнăç та, пысăк телей те. Вĕсем хушшинче аслашшĕн ятне малалла тăсакан мăнукĕ те пур. Вăл та Николай Федорович Урмаков. Федя ывăлĕн ачи. Çамрăк Николай Федорович вара хăйĕн ывăлне каллех ашшĕ пек — Федор — ят панă. Вăтăр çул ытла ГАИ системинче, çирĕм çула яхăн унăн начальникĕнче тăрăшнă милици майорĕшĕн, Федор Николаевичшăн çеç мар, мăн аслашшĕшĕн те несĕле çирĕплетсе пыни пурăнма çунат хушать. Çемьере тăванлăхпа туслăх туйăмне çывăха хурса, ĕçе юратса ÿснĕ ачисем паян пурте Николай Федорович Урмаков ĕç тата спорт ветеранĕшĕн куç тулли телей!
Альбина НИКОЛАЕВА
Октябрь 2026 |
