Мĕн ĕлĕкех ниме халăха пĕрлештерекен, тĕрлĕрен ыйтăва пĕрле татса паракан йĕрке пулнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» ялсемпе хуласенче вăйсене пĕрлештерсе, пĕр шухăшлă пулса çынсем пурăнакан вырăна хăтлăлатма пулăшакан программа.
Çак программăпа Аслă Чемен территори пайĕнче патшалăх пулăшăвĕпе, халăх хастарлăхĕпе кăçал виçĕ проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр: Аслă Чементе пушар деповĕ, ял стелли, пушара хирĕç кĕрешме чавнă кÿлĕ, шыв управĕ. Нумай пулмасть çеç ял-йышпа пĕрле чыслă лару-тăрура стеллăпа пушар деповне уçрăмăр. Çак кунхине ял хапхи çывăхĕнчи лапамра 21 туя йывăçĕ лартрăмăр. Пушар деповне уçнă хыççăн чиркÿ настоятелĕсем вут-çулăм хăрушлăхĕнчен сыхă тăрас тесе çурта сăвапларĕç. Округ администрацийĕпе ВДПО вут-çулăмпа кĕрешекенсене çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунса службăри ятарлă ĕç тумне парнелерĕç.
2027 çулта Аслă Чемен территори пайĕнче халăхпа калаçса татăлнă тăрăх тăватă проекта пурнăçа кĕртме палăртнă: Аслă Чементи Çамрăксен урамне çул сарасси, Тури Чакăри Тĕп урама çул сарса кĕпере юсасси, Айтуш уçланкинче сцена туса ун территорине хăтлăлатасси тата çакăнтах брусчаткăпа тротуар сарса çутă кĕртесси. Патшалăх çăмăллăхĕсем паракан порталта вĕсемшĕн сасăланă хыççăн (паян сасăлавăн юлашки кунĕ) хăш проекчĕ çĕнтерет, вĕсемпе тухăçлă ĕçлеме пикенĕпĕр.
Денис НИКИФОРОВ,
Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ
Октябрь 2026 |
