Ăс панăшăн, ыр суннăшăн тавах сире, вĕрентекенсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 08:59 Просмотров: 23

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи ача-пăча пултарулăх шкулĕнче Вĕрентекенсен кунне паллă турĕç. Уява Сăкăтри пĕлÿ çуртĕнче ĕçлекенсен хорĕ уçрĕ.

Учитель ачасен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл шкулта тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне хурапа шурра уйăрма, тĕрĕс професси суйласа илме, патриотлăх туйăмне вăратма, çут çанталăка юратма тата ыттине те вĕрентет. Ахальтен мар ĕнтĕ чылай çул иртсен те педагогсемпе выпускниксем çыхăну тытаççĕ. Республикăра, пĕрлех округра та ачасен тавракурăмне аталантарма тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Шăпах çак шухăшсене палăртрĕç те Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пиурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управлениĕн начальникĕ Ирина Рубцова, РФ наукăпа халăх вĕрентĕвĕн ĕçченĕсен Раççей профсоюз организацийĕн Патăрьел округĕнчи председателĕ Светлана Елагина сăмах илнĕ май.

Мероприятинче чыслав саманчĕ чи хумхануллисенчен пĕри пулчĕ. Пĕлÿ сферинче вăй хуракансене тăрăшулăхшăн, обществăлла ĕçри хастарлăхшăн тĕрлĕ шайри наградăпа саламларĕç.

Уява Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем юрăсемпе илем кĕртрĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика