Аслă çултисене хисеплесе — ятарлă кун

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 10:44 Просмотров: 12

Пĕтĕм тĕнчери аслă ăру кунĕ пуррине пăхмасăрах асаннесемпе асаттесен, кукамайсемпе кукаçисен кунĕ те пур. Хальхи вăхăтра ăна 30 ытла патшалăхра, вăл шутра Раççей Федерацийĕнче те, паллă тăваççĕ.

Асаннесемпе асаттесене хисеплесе уйрăм кун тăвас шухăш, нумаях пулмасть, 2009 çулта, Голландинче çуралнă. Çапла çак праçник часах Европăра, Америкăра пурнăçа кĕнĕ, пирĕн çĕршыв та айккинче тăрса юлман, ăна октябрĕн 28-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.

Чылай халăхăн, вăл шутра чăвашсен те, йăли-йĕрки тăрăх, кашни çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче икĕ паха ĕç тумалла пулнă: ватăлнă ашшĕ-амăшне тимлесе пăхса тепĕр тĕнчене тивĕçлĕ ăсатса ярасси тата ачисене пăхса ÿстерсе хăйсен хыççăн хăварасси.

Ĕлĕкхи чăвашсен кил-йышĕ виçĕ сыпăкран тăнă: аслашшĕпе асламăшĕ, ашшĕпе амăшĕ, ачисем.

Асаттесемпе асаннесем ачасене ÿстерес ĕçре чи кирлĕ воспитательсем пулнă. Ашшĕ тата амăшĕ ĕçленĕ чухне вĕсене аслă ачисем вăй çитнĕ таран пулăшнă. 2-3 çулхи кĕçĕн ачисем ытларах аслашшĕ-аслăмăшĕпе юлнă. Çывăрнă чухне те вĕсен çумне тĕршĕннĕ. Ывăл, хĕр мăнуксем кукашшĕпе кукамăшне манса кайман, час-часах вĕсен патăнче хăнара пулнă. «Кукамай кучченеçĕ кулачран тутлăрах» тесе ахаль каламан.

Çемьери пысăк пĕлтерĕшлĕ, кăткăс ыйтусене пĕр-пĕринпе сÿтсе явса, ваттисен шухăш-кăмăлне тăнласа, тĕпе хурса йышăннă.

Кашни уйрăм çыннăн пурнăçĕ тĕрлĕрен, пĕр евĕрлĕ килмест. Ватăласси те çаплах. Аслăланнине хирĕç çапăçма май çук, çак вăрçа эпир малтанах выляса янă.

Манăн асатте Петр 1878-1932 çулсенче, асанне 1870-1950 çулсенче пурăннă. Асаттене астумастăп, асаннен кулачин тути халĕасра.

Çамрăклăх иртсе кайрĕ —

Сывпуллашмарĕ.

Ватăлăх килчĕ —

Сывлăх сунмарĕ.

Çÿлти Пÿлĕхçĕ Моисей пророка панă 5-мĕш Халалта: «Аçупа аннÿне хисеплесе пурăн: хăвнах ырă пулĕ, çĕр çинче ĕмĕрÿ вăрăма килĕ», — тенĕ. Çакна асра тытса пурăнасчĕ.

Василий ПЕТРОВ.

Тăрăн ялĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика