Ял хавалĕ йывăрлăхра салтаксене хавха хушать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 10:52 Просмотров: 16

Турхан территори пайне кĕрекен Упамса округра пысăк ялсен шутĕнче мар. Çапах та вăрман ырлăхĕпе тата унăн пурлăхĕпе пурăнма хăнăхнă ял-йыш яланах килĕшÿллĕ те туслă пулни савăнтарать. Ял хавалĕ паян пирĕн салтаксене пысăк хавха хушать. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра тăшмана хирĕç çапăçакансене пăрахманни, тыл паттăрĕсем (çаплах калас килет) çапăçу хирĕнчи ентешсене тĕрлĕ майпа алă тăсса пулăшни те çакнах çирĕплетет. Çак пархатарлă та сăваплă ĕç мăнаçланмалли, мухтанмалли сăлтав пулмасан та Упамсасем ку тĕлĕшпе пĕр шухăшлă пулнине палăртса хăварасах килет.

¬Сăмахăма чăн малатанах Эдуард Васильевич Козлов хастар ентешĕмĕртен пуçлас килет. Шупашкарта пурăнакан Упамса чăвашĕ ял халăхне пĕр чăмăра пуçтарас, пĕр шухăшлисене пĕрлештерес тĕллевпе «Поможем СВОим» ушкăн йĕркелерĕ. Хăй паянхи кун ялта пулманнине пăхмасăрах Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи паттăрсем валли фронта кирлĕ япаласемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтерессине питĕ ăнăçлă йĕркелесе пырать. Кашни эрнере тăван яла килсе çынсемпе калаçать, гуманитари пулăшăвĕпе çыхăннă ытти ĕçсене йĕркелет...

Сăваплă та пархатарлă ĕçе пуçарас тесен чăн малтанах хăвăн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла. Ку тĕлĕшпе Эдуард Васильевича салтаксемпе вĕсен çемйисем, ашшĕ-амăшĕ çĕре çитиччен пуç тайса сывлăх сунаççĕ. Пĕлтĕр вăл хăйĕн укçипе çеç СВОри ентешсене пулăшма çур миллион тенкĕлĕх фронта кирлĕ япаласене гуманитари тиевĕпе ăсатрĕ! Пысăк чунлă, тÿрĕ кăмăллă, йывăрлăхра алă тăсса паракан ял паттăрĕ çеç çапла тума пултарать.

«Поможем СВОим» ушкăнри тепĕр хастар — Леонид Белков. Унăн тĕллевĕ çирĕп — юлашки салтака вăрçă хирĕнчен илсе тухиччен ентешсене пулăшасси, çĕнтерÿ тума хавхалантарсси. Çакăн валли унăн кăмăлĕ иксĕлми. Леонид Владимирович та çулталăк тăршшĕпе ентеш-салтаксем патне 20 КамАЗ хăма ăсатнă. Паллă ĕнтĕ, малалла ăнтăлса ял-хулана ирĕке кăларакан салтаксемшĕн шанчăклă хÿтлĕхсем тума стройматериал та сывлăш пекех кирлĕ.

Тыл хастарĕсем фронта кар тăрса пулăшни çĕнтерÿ тума хавхалантаратех. Нумай пулмасть çеç Упамсасемпе Турхансем гуманитари тиевĕсене кар тăрса ăсатрăмăр. Çак кунсенчех ачасем патне «УАЗик-фермер» автомашина çитересшĕн, малти лининче çапăçакансене апат-çимĕçпе тивĕçтерме пысăкрах квадракоптер парса ярасшăн. Ачасен кашни ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатпăр. Леонид Козлов, Александр Козлов та СВО участникĕсене пулăшас тĕлĕшпе яланах ырми-канми тăрăшаççĕ, чун-чĕререн пулăшаççĕ. Ахальтен мар çак хастарсем медаль илме те тивĕçрĕç (сăн ÿкерчĕксенче).

Ялта кашни кун тенĕ пекех хÿтĕлев сетки çыхакан хĕрарăмсем салтаксемшĕн епле пысăк ĕç пурнăçланине фронтисем çеç каласа пама пултараççĕ. Вĕсен ывăнма пĕлмен аллисем çыхнă хатĕрсем, амăшĕсемпе ватă çынсен ырă кĕллисем мĕн чухлĕ салтака вилĕмрен хÿтĕлемеççĕ-ши!

Пĕрлехи вăй яланах пысăк çитĕнÿ тума пулăшать. Ыр кăмăллăхпа кар тăни вара салтаксене çĕнтерÿпе яла таврăнма пулăштăрах.

Игорь ВАВИЛОВ,

ял старости

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика