Шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн муниципалитет шайĕнчи конкурсĕ Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче иртрĕ. Ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ конкурса 15 шкултан килнĕ 140 яхăн ача хутшăнчĕ.
Театр коллективĕсем тĕрлĕ жанрлă спектакльсем хатĕрленĕ. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне туллин уçса пама тăрăшрĕç. Тум-тирне, кĕввине, декорацине коллективсем сценарине кура суйласа илнĕ, çакă та театр атмосферине туйма май пачĕ.
Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕпе финала театрсен 7 коллективĕ мала тухрĕ: Пăлапуç Пашьелĕнчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш тата пĕрремĕш, Аслă Чементи, Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи, Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсем.
Жюри йышăнăвĕпе «Асам» фестивалĕн «Пĕчĕк калăпăшлă чи лайăх спектакль» номинацинче пĕрремĕш степеньлĕ лауреат дипломне Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти «Радуга» ушкăн «Игорь полкĕ çинчен хывнă сăмах» (ертÿçи Е. Кольцова), Хирти Пикшикри вăтам шкулти «Çамрăк театралсем» «Çутăлла» (Л. Данилова,Л. Ачамова) спектакльсем çĕнсе илнĕ.
Иккĕмĕш степеньлĕ диплома Шăнкăртамри пĕрремĕш пĕлÿ çуртĕнчи «Театральные ступеньки» ушкăн «Çăкăр татăкĕ» (Л. Узбекова, Г. Вахитова), Аслă Чементи «Овация» «Капитан хĕрĕ», Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти «Юные театралы» «Çулла ялта» (Н. Путякова, И. Селиванова) спектакльсемшĕн панă.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти «Юные театралы» «Тĕттĕмри çутă» (А. Ибрагимова) инсценировкăпа, Пăлапуç Пашьелĕнчи «Премьера» «Кам вăл чăн-чăн тус» (С. Никитина) спектакльпе виççĕмĕш степеньлĕ дилома тивĕçнĕ.
Çĕньялти, Турханти, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ, Сăкăтри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Туçари, Ыхра Çырминчи шкулти çамрăк артистсем дипломсемлĕ пулнă.
Фестивальте «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацие Георгий Кольцова (Первомайскинчи вăтам шкул), «Иккĕмĕш планри чи лайăх арçын ролĕ» — Денис Разина (Аслă Чемен), Роман Сапожникова (Пăлапуç Пашьел), «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» — Адиля Абдрахмановăна (Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкул), «Иккĕмĕш планри чи лайăх хĕрарăм ролĕ» — Анастасия Клочковăна панă. Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти «Радуга» ушкăн «Чи лайăх стенографи», çавăн пекех унăн ертÿçи Е. Кольцова «Чи лайăх режиссер ĕçĕ» номинацисенче палăрнă.
Муниципалитетри çĕнтерÿçĕсем округ чысне шкул театрĕсен «Асам» фестивалĕн кустсем хушшинче Елчĕкре иртекен конкурсĕнче хÿтĕлеççĕ.
Любовь РАСЬКИНА,
Патăрьелĕнчи ача-пăча
пултарулăх çурчĕн
педагог-организаторĕ.
Октябрь 2026 |
