Патăрьел муниципалитет округĕ чăннипех те хăйĕн спортсменĕсемпе мăнаçланма пултарать. Çак кунсенче Аслă Чементе çуралса ÿснĕ Иван Матросов Иорданинче октябрĕн 6—11-мĕшĕсенче ветерансем хушшинче грекла-римла кĕрешес енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ! Пысăк çĕнтерÿ спортсменшăн çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те пысăк мăнаçлăх, çамрăксемшĕн вара ырă тĕслĕх.
Чемпионата 50 çĕршывран 500 ытла вăйлăран вăйлă атлет ковер çине тухнă. Тĕнче чемпионĕ çавăн пекех ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пăхăр медаль те çĕнсе илнĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Октябрь 2026 |
