Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕ «Эсир чи лайăх çын» ятпа конкурс ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ тутар чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине сарма пулăшакан вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарасси пулнă. Конкурса Раççейри тĕрлĕ регионтан хутшăннă.
Нумай пулмасть çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Вĕсем хушшинче Кзыл Камышра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Иван Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче иккĕмĕш курсра ăс пухакан Ирке Масяева та пур. Çамрăк хĕр хăйĕн амăшĕ, Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Гульнара Масяева пирки çырса кăтартнă.
Гелгеня ЧИНКИНА
Октябрь 2026 |
