Хаçат ĕçĕ çăмăл мар, туртас пулать йывăр «лав»...

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 09:04 Просмотров: 28

«Авангард» хаçата ĕçе вырнаçас тĕллевпе пĕрремĕш хут редакцине килсе кĕрсен тĕлĕннĕччĕ. Журналистсенчен ытларах арçынсемччĕ: Евгений Турхан, Александр Плешков, Владимир Ларкузов, Кави Юлдашев, Николай Васильев, Ринас Гайфин, Николай Волков фотограф... Коллектив кĕрлесе çеç тăратчĕ. Çыракан хĕрарăмсенчен Валентина Мальцева, Елена Крылова, Альбина Астраханцева тата Мусире Мулюковăпа Гелгеня Шайхуллова куçаруçăсем ĕçлетчĕç. Коллективра ытти сотрудниксем та пурччĕ. Çак вăхăтра шăпах чăвашла тухакан хаçатра корректор кирлине илтнĕ хыççăн Алексей Салмин тĕп редактор патне кĕтĕм. Резюмепе кĕскен паллаштарнă хыççăн Алексей Алексеевич тÿрех хутпа ручка тыттарчĕ те заявлени çырма ыйтрĕ. «Пире çакăн пек çын кирлĕ те...»,— терĕ кĕскен çеç.

Иккĕмĕш кун ĕçе килсенех редактор каллех ирех хăй пÿлĕмне чĕнсе илчĕ. Творчество коллективĕ умĕнче «присяга» тытмалла иккен манăн. Çак тĕллевпе пĕрремĕш хут командировкăна, «Сельхозхими» предприятине статья çырма кăларса ячĕ. Малтан, паллах, ăнлантарчĕ директорпа мĕнлерех ыйтусем хускатмаллине. Пĕрремĕш «икерчĕ» аванах пиçсе тухрĕ темелле. Хам та хавхалансах таврăнтăм. Çакна кура тепĕр эрнерех редактор «Сельхозтехникăна» пĕр полоса чухлĕ статья хатĕрлеме ячĕ. Техника юсакан предприятийĕн ĕçĕ-хĕлне те хаçата юрăхлах çырса панине ас тăватăп. Çапла иккĕмĕш кунтан пуçласа Алексей Салмин майĕпен-майĕпенех мана творчество каçалăкне куçма хатĕрлесех пычĕ. Унтанпа 42 çул та иртрĕ. Мана ĕçе илнĕ хисеплĕ ентешĕмĕр вара çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе саламланă май Алексей Алексеевича пурнăçа журналистăн çăмăл мар ĕçĕпе çыхăнтарма пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп.

Кĕскен çеç вулаканăмăра хамăрăн ĕçтеш-ветеранпа, 18 çул (1977 — 1996) «Авангард» хаçатăн редакторĕнче тăрăшнă Алексей Салминпа паллаштарасшăн. Турхан каччи ĕç стажне тăван ялĕнченех пуçланă. Пултаруллă çамрăка клуб заведующийĕ пулма шаннă. 1965-мĕш çулта Патăрьелне килнĕ, «Авангард» хаçат редакцине малтанах корректор пулса вырнаçнă, ун хыççăн корреспондентра, радиоорганизаторта, пай заведующийĕнче, яваплă секретарьте, редактор çумĕ пулса тăрăшнă. Творчество коллективĕнче яланах пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăнă. Çакна ĕç ветеранĕн çемье архивĕнче упранакан тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе Тав хучĕсем, парнесем те çирĕплетеççĕ.

Алексей Алексеевич 45 çула яхăн «Авангард» хаçатра тĕрлĕ должноçра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çулсем шултăраланнине пăхмасăр вăл редакцине килсех çÿрет, пире кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшать, çыхăнăва татмасть.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика