Паттăрсен ячĕсене асран кăлармаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 10:53 Просмотров: 16

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуçне хунă Геннадий Жолобов, Владимир Миронов, Фирдан Валиахметов, Илдус Камалдинов салтаксене асра тытса Именкассинче Асăну хăмисем уçнă.

— Шел пулин те, вăрçă çухатусăр пулмасть. Ятарлă çар операцинче куçне хупнă ентешсене сума суса асăну хăми уçасси — пирĕн тивĕç. Вĕсем пирĕн чĕререн нихăçан та тухмаççĕ, — тенĕ Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов мероприятие уçнă май.

Ял старости Геннадий Максимов сăмахĕсем те кашни çыншăн çывăх пулнă. «Паттăрсем эпир мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнччăр тесе хăйсен пурнăçне панă. Вĕсем çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, — пĕлтернĕ чун ыратăвне пытараймасăр.

Неонацистсемпе хальхи вăхăтра кĕрешекен Геннадий Данилов та отпускра пулнă май хумхануллă мероприятие хутшăннă. Вăл ял çыннисене гуманитари пулăшăвĕсемшĕн, çирĕп тылшăн тав тунă.

Асăну хăмине фашист юлашкисемпе кĕрешсе вилнĕ салтаксен çывăх çыннисем — амăшĕсем, пĕр тăванĕсем — уçнă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика