Çумăр е çил-тăман — руль умĕнче ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 10:49 Просмотров: 17

Тури Чакă енне каякан ГАЗель палăртнă вырăна пырса ларсан пассажирсем васкамасăр салона кĕчĕç. Пурте вырнаçса ларнă хыççăн Николай Карзаков водитель (сăн ÿкерчĕкре) çула тухрĕ.

Çăл Атăкра çуралса ÿснĕ Николай Алексеевич 1980 çулта çар хĕсметне Китай чиккинче пурнăçласа килнĕ хыççăн, Шупашкарта водителе вĕреннĕ. Права илнĕ хыççăн «Знамя» колхозра водительте вăй хума пуçланă. Çамрăка ун чухне ГАЗ-52 автомашина шанса панă. Унпа акара хире вăрлăх, вырмара тырă йĕтемме турттарнă. Шупашкарти элеватора та çÿренĕ.

— 1986 çулта Мордовинчен хама валли çĕнĕ машина илсе килтĕм — ГАЗ-53. Питĕ савăннăччĕ. Вăл вăхăтра техника пĕрре те пушă тăман. 1987 çулта Шăнкăртампа Нăрваш Шăхаль хушшинче асфальт çул сарчĕç, вырмачченех çавăнта ĕçлерĕм, — тесе аса илчĕ ĕç ветеранĕ.

Колхозсем саланма пуçласан опытлă водителе Леонид Елимов пассажирсен автотранспорт предприятине вăй хума (ПАТП) чĕнсе илнĕ. Канашра пĕр уйăх стажировка тухнă хыççăн 2007 çулта Николай Карзаков рейссене çÿреме пуçăнать. Вăл вăхăтра автоколонна начальникĕнче Юрий Козлов пулнă. Унтанпа 19 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Хальхи вăхăтра Николай Алексеевич çынсене турттарассипе чылай çул ĕçлекен Владимирпа Галина Шагуловсем патĕнче тăрăшать.

Çул яланах тимлĕх, чăтăмлăх ыйтать. Техника та пĕр тикĕс çеç чупмасть. Çакна 46 çул руль умĕнче çÿрекен арçын лайăх пĕлет, çавăнпах çул çинче çĕмрĕлсе ларнă машинăна курсан яланах пулăшма хатĕр. Ырă кăмăлне кура ăна та транспорчĕ чăхăмласан пĕччен хăвармаççĕ.

Николай Алексеевич тăрăшулăхне кура тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ. Колхозра ĕçленĕ чух та пĕрре мар «Чи лайăх водитель» хисеплĕ ята илнĕ.

Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Алексей ывăлĕ мобилизаципе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Ăна ашшĕпе амăшĕ чун-чĕререн çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтеççĕ. Хĕрĕсем Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Ултă мăнукĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика