ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ «Юхма» пасарта тăхăнмалли те, апат-çимĕç те туянма пулать. Ытларикунпа эрнекун сутуçăсемпе илекенсем тата нумайрах. Уйрăм предпринимательсемсĕр пуçне хушма хуçалăхпа пурăнакансем те сентресем çине хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçе, вăрман пуянлăхне, хĕлле хур-кăвакал ашне те кăлараççĕ. Ытларах чухне вĕсем пасар тулашĕнче, «Выбор» суту-илÿ çурчĕ çывăхĕнче тăраççĕ. Тротуар айккипе сĕтелсем вырнаçтараççĕ те çынсене тавар сĕнеççĕ. Çакă йĕркене пăсни шутланать. Тротуарсене ятарласа утса çÿреме тăваççĕ, апла пулсан ун айккисемпе суту туса иртен-çÿрене чăрмантармалла мар. Пасар территоринче суту-илÿ тăвас текенсем валли вырăн çителĕклех.
Октябрь 2026 |
