СОЦИАЛЛĂ сетьсенче час-часах «Çăмăл укçа ĕçлесе илме май пур» текен объявленисем тухаççĕ. Çамрăксем вăй хумасăрах кĕмĕллĕ пулас тесе çак «вăлтана» çакланаççĕ, çапла майпа хăйсем сисмесĕрех преступлени çулĕ çине тăраççĕ.
Террористсенчен, мошенниксенчен, преступниксенчен нумайăшĕ ют çын счечĕ çине, шăпах çăмăл укçа ĕçлесе илес текенсемпе усă курса, укçа куçарттараççĕ. Росфинмониторинг пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 2025 çулта 800 пин ытла çын ултав схемине лекнĕ, дропсенчен (ултав схемине çакланнисене çапла калаççĕ) 50-70 проценчĕ — 25 çула çитмен яшсемпе хĕрсем.
Тÿлевсĕр сыр капкăнра çеç пулнине асра тытар та йăнăш утăмран сыхланар. Ĕçлемесĕр кĕсьене кĕнĕ укçа инкек патне те илсе çитерме пултарать.
Октябрь 2026 |
