ÇУЛСЕРЕН кашни муниципалитет Шупашкарта Ентешлĕх кунне ирттерет. Патăрьелсем те ăна çулленех çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ. Кăçал октябрĕн 31-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн ырлăхĕнче çитĕннисене, округра, тĕрлĕ хулара, регионта тĕпленнисене савăнăçлă уява хапăлласах кĕтеççĕ. Мероприяти Шупашкарта, Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртет, 12 сехетре пуçланать.
Уяв программи пуян. Патăрьел тăрăхĕн йăли-йĕркипе паллашма, Украинăри ятарлă çар операцийĕнучастникĕсемпе курнăçма, асăнмалăх пĕрлехи сăн
ÿкерчĕксем тума, çавăн пекех пултаруллă ентешсен юрри-ташшине курса киленме пулать.
Октябрь 2026 |
