Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн, хаяр çапăçусем пынă тата каярах çуралнисен пурнăçĕ çăмăл пулман. Вĕсен ачалăхне фашистсем туртса илнĕ тесен те тĕрĕс. Тăраниччен апат çисе курайман пулсан та Çĕнтерĕве çывхартассишĕн аслисемпе пĕр тан хирте ĕçленĕ. Куçран шăпăртатса куççуль юхсан та вĕсене никам та ачашласа ларман. Ыхра Çырминче пурăнакан Гельмизиян Сайдашева (сăн ÿкерчĕкре варринче) çак йывăр вăхăта питĕ лайăх астăвать.
Вăрçă ачи 1930 çулта Ыхра Çырминче çуралнă. Чылай çул колхозра ĕçленĕ. Тăрăшулăхне кура ăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята панă. Маттур та хитре пикене ял каччиех куç хывнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Шейхулла Сайдашевпа çемье çавăрнă. Вĕсем пурнăç сукмакĕпе юнашар 68 çул утнă. Сайдашевсем 6 ачишĕн çеç мар, ыттисемшĕн те тĕслĕхлĕ мăшăр шутланнă. Шел пулин те, 2004 çулта кил хуçи ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Гельмизиян Сабирулловна паян та çывăх çынни пирки ăшшăн аса илет, ун çинчен 18 мăнукĕпе 34 кĕçĕн мăнукне каласа парать.
Шăпи çăмăл килмен пулсан та вăрçă ачи ватлăхĕ канлĕ пулнăшăн савăнать. Гельмизиян Сайдашева хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ачисене, йăха малалла тăсакансене ламран лама куçакан ырă йăласене вĕрентет.
Гельфия АЙБЕТОВА,
Ыхра Çырми ял библиотекарĕ
Октябрь 2026 |
