Малти вырăнта виççĕн тан

Категория: В районе Опубликовано: 03.04.2024, 06:31 Просмотров: 365

Мордва Республикин Ардатов хулинче Совет Союзĕн Геройне И. Пожарские асра тытса 18 çул тултарман арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе турнир иртнĕ. Унта 100 спортсмен ытла хутшăннă. Ăмăртусене "Паттăр" спорт шкулăн кĕрешỹ уйрăмне çỹрекен воспитанникĕсем те явăçнă. Рамазан Тазетдинов (48 килограмлă виçере), Владимир Журавлев (55), Максим Леонтьев (110) пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Çакăнта Вячеслав Спиридонов тренерăн тăрăшуллă ĕçĕ курăнать.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика