Типĕ курăк пушар сăлтавĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:11 Просмотров: 167

ХАЛЬХИ вăхăтра урамра тавралăха тирпей-илем кĕртмелли тапхăр пырать. Коллективсем, çавăн пекех çемьесем çуркуннехи субботника тухаççĕ, типнĕ курăка, ытти çỹп-çапа пуçтараççĕ, йывăçсем, чечексем лартаççĕ-акаççĕ тата ытти те. Майĕпен çут çанталăк тата ытларах капăрланĕ, ешĕл симĕс тумне тăхăнĕ... Хамăр пурăнакан çурт-йĕр тавра, урамсенче, обществăлла вырăнта пĕрлехи ĕçе йĕркелени пархатарлă та, кирлĕ те. Çапах та ырă ĕç кашнинех савăнăç кỹтĕр тесен типнĕ курăкпа ытти çỹп-çапа çунтарнă чухне мĕн пур пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Иртнĕ эрнере, сăмахран, республикăра çак сăлтавпа икĕ пушар тухнă.

Аса илтеретпĕр: апрелĕн 10-мĕшĕнчен Чăваш Енре пушарпа кĕрешмелли ятарлă режим вăя кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вăрманта кăвайт чĕртме, шашлăк ăшалама, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ хирсем çывăхĕнче типĕ курăк çунтарма юрамасть! Çак тапхăрта пушартан асăрханмалли йĕркене пăхăнман граждансене 40-50 пин тенкĕ, должноçрисене 60-90 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисене вара 600 пин тенкĕрен пуçласа пĕр миллион таранах штраф параççĕ!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика