Агротехникумпа паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 23.04.2024, 20:21 Просмотров: 122

Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин ял территорийĕсен аталану департаменчĕн директорĕ Ксения Шевелкина пулнă. Вĕсем Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа пĕрле Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне çитсе курнă. Сăмах май, техникум Чăваш Енри професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсенчен чи аслисенчен пĕри - кăçал 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак тапхăрта вăл ял хуçалăх, апат-çимĕç индустрийĕн, строительство тата ытти отрасль валли 25 пин ытла специалист хатĕрленĕ.

Паян агротехникумра 480 ытла студент шутланать, вĕсенчен 74-шĕ - куçăмсăр майпа пĕлỹ илет. Вĕренекенсене 17 ытла преподаватель ăс парать. Учрежденинче тĕрлĕ специальноçпа вĕрентĕвĕн 7 программипе ĕçлеççĕ.

 Тĕл пулура техникумăн малашлăхне, округри ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă тĕллевсене, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне, ачасемпе çамрăксен искусство шкулне кăçал юсасси пирки сỹтсе явнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика