Çыравçă - тăван енре

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:19 Просмотров: 182

Чăваш халăх писателĕ, паллă тĕпчевçĕ-академик, поэт, драматург, тăлмач, культура деятелĕ Юхма Мишши çак кунсенче Кĕçĕн Арапуç ял библиотекине килчĕ. Ентеше пирĕн пата çул кăтартаканĕ Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академийĕн ректорĕ Иван Селиванов пулчĕ. Иван Михайлович хăй те çак ялта çуралса ỹснĕ.

Юхма Мишши сахал мар кĕнеке çырнă. Унăн хайлавĕсене шкул программине те кĕртнĕ. Çитĕнекен ăрăвăн 88 çулхи писательтен вĕренмелли пурах. Хăнасем тĕл пулу тĕлне хатĕрленĕ авторăн кĕнеке выставкипе паллашрĕç. Унта çуккисене Михаил Николаевич вулавăша парнелесе те хăварчĕ. 4 класра вĕренекен Матвей Иванкин автор аллинчен кĕнеке илме тивĕçлĕ пулчĕ.

 Михаил Юхма çак яла килсе курнăшăн тем пекех хĕпĕртенине палăртрĕ. Унăн тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçланнине пытараймарĕ.

Ун хыççăн çыравçă Первомайскинчи вăтам шкулта пулчĕ, ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Кунти библиотекăна 183 кĕнеке (33150 тенкĕлĕх) парнелерĕ. Çак тăкака Иван Михайлович саплаштарчĕ. Вăл вăхăтĕнче хăй те Первомайскинчи вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухнă.

Ираида КРАСНОВА, библиотекарь

Яндекс.Метрика