Çара каяççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:12 Просмотров: 168

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен çуркуннехи призывпа призывниксем Раççей çарне служба вырăнĕсене кайма тытăннă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн призыв кампанийĕ ытти çулхи пекех апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Вăл июлĕн 15-мĕшĕччен пырать.

Указра палăртнă тăрăх, çурхи призывпа 150 пин çын çар ретне тăмалла. Раççей çарне халĕ призывпа 18-30 çулхисене йышăнаççĕ. Служба вăхăчĕ унчченхи пекех пĕр çулпа танлашать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Оборона министрĕ Сергей Шойгу призывпа çара кайнисене Раççейĕн çĕнĕ регионĕсене тата ятарлă çар операцине илсе кайманни çинчен пĕлтернĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика