Тавралăх пултăр хăтлă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:38 Просмотров: 322

"Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2025 çулта тирпей-илем кĕртмелли объектсене суйласа илессипе онлайн-сасăлав пуçланнă. Вăл апрелĕн 30-мĕшĕчченех тăсăлать. Хальхи вăхăта çĕнĕ объектсене хăтлăлатассишĕн пирĕн округри 4683 çын хăйсен сассисене панă. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тирпей- илем кĕртме Патăрьелĕнчи халăх йышлă канмалли икĕ лапамăн дизайн проекчĕсене сасăлава тăратнă.

Сасăлава йĕркелесе ирттерсе яма 187 волонтер пулăшать. Вĕсем тăрăшнипе 4509 сасă пухăннă.

"Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" федераци проекчĕ пулăшнипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăватă çурт территорине тата обществăлла 8 вырăна хăтлăлатнă. Вĕсем халь муниципалитетра пурăнакансен юратнă вырăнĕсем пулса тăнă.

Хамăр пурăнакан тăрăх хитре те илемлĕ пуласси пиртен нумай килет, çавна май кашнийĕ хăйĕн сассине парсан питĕ аван. Сасăлава Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче тата za.gorodsreda.ru сайтра хутшăнма пулать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика