Санăн ятупа, Çĕнтерỹçĕ салтак

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 19:32 Просмотров: 176

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кĕçех 79 çул çитнине паллă тăвăпăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче уява хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ йĕркелỹ комитечĕ унăн председателĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пынипе çак кунсенче хăйĕн ларăвне ирттерчĕ.

Патăрьелĕнче майăн 9-мĕшĕнче иртекен уявăн культура программине илес пулсан вăл анлă та тĕрлĕ енлĕ. Яланхи пекех "Вилĕмсĕр полк" утĕ, митинг, шкул çулне çитменнисен парачĕ, кадетсен балĕ, тĕрлĕ акци, каçхи концерт иртĕ.

 Çавăн пекех велочупу йĕркелеме палăртнă. Вĕсем вара кашни ялти палăк умне чечексем хурĕç, Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн çапăçнă паттăрсене асăнса пуç тайĕç.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă митингсем ытти ял территорийĕсенче майăн 8-мĕшĕнче иртĕç.

Александр ИВАНОВ

Яндекс.Метрика