Пушă çурт çĕрĕпе усă курсан, умне тирпейлеме те ан ỹркен

Категория: Публикации Опубликовано: 19.04.2024, 20:01 Просмотров: 167

 ЯЛСЕНЧЕ субботниксем çине-çинех ирттернĕрен обществăлла объектсем умĕнче тасалăх хуçаланать. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем те умĕсене тирпейлерĕç, симĕс курăк та шăтма ĕлкĕрчĕ. Тавралăха çĕнĕ сăн кĕнишĕн чун савăнать, анчах пăшăрхантараканни те пур. Пушă çуртсен умĕсенче мĕн кăна çук-ши? Пĕлтĕрхи курăкран пуçласа эрех-сăра, сок кĕленчисем таранах курма пулать. Пурăнман пỹртсен хыçĕнчи çĕр лаптăкĕпе усă куракансен ку яваплăха хăйсем çине илсен тем пекех аванччĕ. Кам та пулин килсе тирпейлесе парасса кĕтер мар!

Яндекс.Метрика