Тирпейлĕхшĕн пĕрле тăрăшмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:39 Просмотров: 321

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен çỹп-çап пухмалли контейнерсене вырнаçтарнă лаптăксене пăхса тăрассипе Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Предприяти яваплăха туйса вăй хума пикеннĕ.

Подряд организацийĕ лапама пăхса, тирпейлесе тăни çеç çителĕксĕр, çынсен хăйсен те яваплăха туйса контейнера кил-çуртри çỹпсене çеç пăрахмалла. Нумай чухне вара унта строительство материалĕсене, кивĕ сĕтел-пукана, килте куллен усă куракан техникăна, йывăç турачĕсене тата ыттине те кăларса хураççĕ.

Пысăк калăпăшлă кирлĕ мар япаласене контейнера пăрахмалла мар! Вĕсене утилизацилеме "Полигон" пĕрлешĕве шăнкăравласа чĕнсе илмелле.

 Тавралăх тасалăхĕ хамăртан килет, çавăнпа та тирпейлĕхшĕн пĕрле тăрăшмалла.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика