"01" служба: яваплă та, хисеплĕ те, теветкеллĕ те

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 15:59 Просмотров: 293

 Вунă çул каялла Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн сотрудникĕсемпе ятарлă рейда тухнă май, ăнсăртран Хурама Тварта вут хыпса илнĕ хуçалăха сỹнтернине сăнама тỹр килнĕччĕ. Йĕри-тавра çунакан çурта нихăш енчен те пырса кĕме çук. Специалистсем кантăка çĕмĕрме те, алăксене уçма та хушмаççĕ. Çав вăхăтрах çулăма парăнтарас тесе хыпăнсах ĕçлеççĕ. Пỹртре - икĕ пĕчĕк хĕрача... Унта та кунта кăшкăрашу, çуйхашу, йĕни хăлхара янăраса çеç тăрать. Хыпăнса ỹкнĕ ял халăхĕ пĕчĕк хĕрсене çăлса хăварас тесе тем тума та хатĕр... Анчах юлашкинчен пĕтĕмпех кăлăхах пулчĕ. Пушарти инкек чунри мĕн пур ырă туйăма тепĕр майлă пăлхатрĕ. Вут-çулăмпа вĕçне çитиччен кĕрешнĕ çамрăк пушарникăн сăмахĕсем вара паянхи кун та асра: "Маншăн пушарта чи хăрушши тата пĕлтерĕшли вут-çулăма парăнтарса пурлăха çăлса хăварасси мар, унта кĕрсе чĕри тапма чарăннă çынсен, уйрăмах çакăн пек пĕчĕкскерсен кĕлеткине йăтса тухасси..."- терĕ пăлханнипе чĕтрекен аллипе куççульне шăлса.

Вут-çулăм алхаснипе пулнă синкерлĕ тĕслĕхсем пурте чуна ыраттараççĕ. Анчах шел пулин те вĕсем пирĕн тăрăхра та пулкаласах тăраççĕ. Виçĕ çул каялла вара Алманчăра харăсах тăватă çын пушарта тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕччĕ...

Пушар хуралĕн ĕçченĕсен профессийĕ çăмăл та, ансат та мар, теветкеллĕ, яваплă... Çав вăхăтрах хисеплĕ те. Раççей МЧСĕн пресс-службин хыпарĕнчен 2023 çулта çеç пушарпа çăлав службин подразделенийĕсем 350 пин пушар сỹнтерме хутшăнни паллă. Вĕсенче 7,2 пин çын вилнĕ, 26 пин çыннăн пурнăçне вара вĕсем тăрăшнипе çăлса хăварнă.

Пĕлтĕр вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче шута илнĕ 50 пушарта икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Шел пулин те кăçал та çакнашкал синкерлĕ тĕслĕхсем умлă-хыçлах пулчĕç, пушарта икĕ арçын вилнĕ.

- Патăрьел муниципалитет округĕнче шута илекен пушарсен сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри чикарккă туртакан арçынсем пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр пỹртрех чĕлĕмне мăкăрлантарнипе çыхăннă. Акă, 2024 çулхи виçĕ уйăхра шута илнĕ пушарсенче инкекпе вĕçленнĕ икĕ пăтăрмахĕ те çакнашкал сăлтавпах пулнă,- пĕлтерчĕ Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков.

Паллах, Пỹлĕх çеç пĕччен пỹрте сыхлаймĕ. Чăн малтанах çурт-йĕршĕн яваплă çыннăн вут-кăвар шар кăтартасран асăрханмалла. Кирек мĕнле кĕтмен инкек те ăнсăртран, шутламан-туман çĕртен сиксе тухать. Çапах та хăш-пĕр чухне ăна сирсе ярасси, унтан асăрханасси хамăртан та килет. Темиçе çул каяллаххипе танлаштарсан хальхи вăхăтра чăнах та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем пĕринчен тепри капăр та капмар çуртсем хăпартаççĕ, хуралтăсем çавăраççĕ. Вĕсене урамран пăхсан та, шал енчен хакласан та чăн-чăн кермен темелле. Çуртра евроюсав, кантăкĕсем пластик рама ăшĕнче, йĕри-тавра кучухнехи тĕрлĕрен стройматериалпа çĕнетеççĕ тата ытти те. Ырă пулăм, ял çыннисен пурнăçĕ хăтлăланса пыни савăнтарать, паллах. Çав вăхăтрах сахал мар вăй-хал хунă, укçа-тенкĕ тăкакланă пурлăха упрама, хаклама та хистет.

Вут тухсан куççульпе çеç сỹнтереймĕн...

Çулăм серепине çакланнă çурт-йĕре чылай чухне "01" пулăшу службин ĕçченĕсемсĕр парăнтарма çук. Ун пек чухне Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушарпа çăлав служби, 26-мĕш пушар чаçĕ талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшу пама тухса кайма хатĕр. Раççейре пушар хуралне туса хуни вара кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнче 375 çул çитет. Патăрьелĕнчи пушар хуралĕн начальникĕ Владимир Яковлев паллă кун умĕн служба историйĕ, аталанăвĕ пирки акă мĕн пĕлтерчĕ:

- Патăрьел тăрăхĕнче 1937 çулхи майăн 16-мĕшĕнче пуçласа пушар хуралĕ туса хуни паллă. Штатра 4 çын, пушар сỹнтерме кайма 3 лаша, пĕр пичĕке, алă насусĕ иккĕ пулнă. Кантурĕ Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи пĕчĕк йывăç çуртра вырнаçнă. 1946 çулта пĕрремĕш автоцистерна панă. 1959 çулта пушар хуралĕ Патăрьелĕнчи Матросов урамĕнчи çĕнĕ çурта куçнă. Пушарниксене ГАЗ-63, ЗИЛ-157 автомобильсемпе тивĕçтернĕ. 1989 çултанпа вара пушар хуралĕ икĕ хутлă кирпĕч çуртра. Кунтах хăтлă гараж, ытти услови те çителĕклĕ.

Хальхи вăхăтра 26-мĕш пушар чаçĕнче штатра 24 сотрудник. Вăл шутра 10 водитель тата 7 пожарник. Пушарсене сỹнтерме тухса çỹреме тăватă автомашина пур. Сотрудниксем кашниех хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне 2007 çулта Турханта ПЧ-26 хуралăн ятарлă постне уçнă. Вĕсен хăйсен АЦ-3,5-40 (531320) автоцистерна пур. Постра 5ĕн ĕçлеççĕ.

Районти пушар хуралĕн яваплă службинче çак ĕçтешсем тĕрлĕ çулта ертỹçĕре тăрăшнă: Е.Каримов, Н.Волков, П.Клычков, Е.Турхан, А.Спинов, Н.Цыпленков, В.Такмаков, Н.Хлебников, Н.Кошкин, Е.Паймин, А.Викторов, В.Тямин, Ю.Воробьев, Н.Назаров. 2022 çулхи августранпа çак тивĕçе эпĕ пурнăçлатăп. Районти пушар надзорĕн инспекцине вара А.Афанасьев, И.Кузнецов, Н.Егоров, Н.Суракин, В.Тямин, Ю.Воробьев, С.Андреев, В.Яковлев ертсе пынă. Хальхи вăхăтра пушар надзорĕн начальникĕ - Андрей Тукмаков.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика