Ентеше ял халăхĕ манмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:59 Просмотров: 255

Именкасси культура çуртĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă Паттăрлăх орден кавалерне Игорь Иванова асра тытса сĕтел çинче теннисла выляса турнир иртрĕ. Малтан Пикшик территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Исаева, муниципалитет округĕнчи Общество палатин членĕ Рифкат Сафиуллов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен Патăрьел округĕнчи канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков сăмах каларĕç. Палăк умне чекексем хунă хыççăн вăйăсем пуçланчĕç.

5-8 классенче вĕренекенсем хушшинче Дмитрий Алексеев, 9-11 классенчен Андрей Кириллов, хĕрарăмсенчен Оксана Волкова, арçынсенчен Алексей Михайлов çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсем, медальсем, хаклă парнесем пачĕç. Мала тухнисем кубока тивĕçессишĕн те вылярĕç.

Игорь Иванов Шупашкарта çуралнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пĕлỹ пухнă. Çемьере пĕр ача пулнă. Унтан Шупашкарти машинăсем тăвакан специалистсене хатĕрлекен техникумра программиста вĕреннĕ. Çар службине контрактпа кайнă. Десантпа штурм бригадин батальонĕнче тăнă. Ентеше ял халăхĕ манмасть.

Петр ИВАНОВ, ялти культура çурчĕн директорĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика