Çуллахи канупа - Канашлу

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2024, 06:31 Просмотров: 291

Унăн ĕçне республикăри Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина, администрацин çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Лариса Комиссарова, халăхăн социаллă тивĕçтерỹ центрĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валентина Краснова, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем тата аслă вожатăйсем хутшăннă.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн информатикăпа методика центрĕн тĕп специалисчĕ Любовь Титова ачасен канăвне йĕркелесси тата вĕсен сывлăхне çирĕплетесси çинчен калакан администраци хушăвĕпе паллаштарнă.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче 14 вĕренỹ учрежденийĕнче кану лагерĕсем ĕçлемелле. Вĕсене 713 ача çỹремелле. Смена 21 куна тăсăлĕ.

Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче Хирти Пикшикри вăтам шкулта 105 ача канчĕ.

Светлана Петрянкина лагерьсем ĕçленĕ вăхăтра санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнмаллине аса илтернĕ. Лариса Комиссарова йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнакан ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амă- шĕн хỹтлĕхĕ çуккисене, нумай ачаллă е тулли мар çемьери ỹсекен ăрăва, кăткăс шăпаллăскерсене, социаллă хỹтлĕх кĕтекенсене лагерьсене вырнаçтарассине мала хума сĕннĕ.

Валентина Краснова ачасене хула тулашĕнчи лагерьсене вырнаçтармалли йĕркесемпе паллаштарнă. Шкул çулĕнчи социаллă хỹтлĕх кĕтекен 32 çамрăка путевка пама пултараççĕ унта.

Ачасен канăвне тĕрлĕ формăллă йĕркелес ĕçе тивĕçлĕ туса пымалли çинче чарăнса тăнă юлашкинчен канашлăва хутшăннисем.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика