Тыл хастарĕсем çĕнтерỹшĕн кар тăраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:48 Просмотров: 241

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи ентеш-салтаксене çĕнтерĕве çывхартма, вĕсене кирлĕ япаласемпе, хатĕрсемпе пулăшас тĕллевпе уйрăм хастарсем те, çемьесем те хутшăнаççĕ, тăтăшах Патăрьел муниципалитет округĕнчи волонтерсен ушкăнĕн ертỹçисемпе çыхăнса тăраççĕ. Ял çыннисем малтанхи пекех хỹтĕлев сеткисем те çыхаççĕ, окоп валли çуртасем те хатĕрлеççĕ, çав вăхăтрах салтксене çар пурнăçĕнче кирлĕ хатĕрсем - квадракоптер, тепловизор, пур çĕре те кĕрсе тухма пултаракан автомобиль таранах тата ытти те пĕрлехи вăйпа туянса, тупса ыйтакан вырăна çитереççĕ.

Хальхи вăхăтра çар операцийĕнчисемшĕн чи кирли тата пĕлтерĕшли - тыл хастарĕсем яланах вĕсемпе пĕрле пулни, ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшни. Салтаксене вара пурне те сывлăхпа çаврăнса килме Турă пулăштăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика